Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Мисс Татарстан – 2026» титула Анат Кама хӗрӗ Арина Шарипова тивӗçрӗ

Кăçалхи «Мисс Татарстан» илемпе пултарулăх конкурсӗ шучӗпе 28-мӗш пулчӗ. Республикăн чи хитре хӗрне ӗнер – январӗн 26-мӗшӗнче палăртрӗç.

Кăçалхи «Мисс Татарстан» илемпе пултарулăх конкурсӗ шучӗпе 28-мӗш пулчӗ. Унăн теми хальхинче пӗтӗмпех Хӗвелтухăçпа çыхăнчӗ. Декорацисем, конкурсанткăсен костюмӗсем, музыка куракана «Шахерезада е пин те пӗр каç» е «Аладдин» юмахсен тӗнчине туртса кӗрсе кайрӗ.

Çӗнӗ Камал театрӗ ун валли шăпах майлă вырăн пулчӗ. Республикăн чи хитре хӗрне ӗнер – январӗн 26-мӗшӗнче палăртрӗç. 

«Паян çак сцена çинче тăма питӗ те кăмăллă. Пирӗн çӗр пулăхлă пулнипе телейлӗ эп, акă тепӗр 30 пике сирӗн умра тăрать», – терӗ «Мисс Татарстан» организаци президенчӗ Изольда Сахарова конкурс каçне уçса.

Финала яланхи пек 30 пикене суйланă, вӗсем тӗрлӗ районсенчен пуçтарăннă. Унта лекиччен хӗрсем кастингсене пӗрре мар хутшăннă. Пӗрремӗш хутӗнче конкурсанткăсем сцена çине симӗс, кăвак, хӗрлӗ кăвак кӗске кӗпесемпе тухрӗç. Аксессуарсене йăлт Хӗвелтухăç стилистикине пăхăнса тунă. Авторӗ – дизайнер Екатерина Тонюшкина. Журналистсене каланă тăрăх, модельер-дизайнер костюмсем хатӗрленӗ, çӗленӗ вăхăтра тухăç культурин тӗрлӗ енӗпе хавхаланнă. Çапла тӗрлӗ культурăсен миксӗ пулса тухнă унăн авторла костюмӗсем.

Сцена ăшне ятарласа лартнă интерактивлă экран çинче чаплă кермен сăнӳкерчӗкне лартнă. Çапла майпа хӗрсем керментен тухнă пек эффект тума пултарнă.

Конкурс тӗрӗслевсемсӗр пулмасть. Пӗрремӗш хутӗнче пикесем хăйсем çинчен каласа парса паллаштарсан иккӗмӗш хутӗнче вӗсене купальникпе тухма тиврӗ. Анчах кăçал вăл ытти çулхисенчен пач улшăнса тăчӗ. Сапăрлăхпа. Хӗрсем купальник çийӗн сарлака шароварсем, халатсем тăхăннă, пилӗкӗсене тутăрпа çавăрса çыхнă.

Çак конкурссем хыççăн жюри 30 пикерен 10-шне суперфинала суйларӗ.

Вӗсене малалла «Атьăр калаçар» конкурс кӗтрӗ. Çак тапхăр  куракансемшӗн кăсăк пуль те, çамрăк пикесемшӗн самай хумхануллă. Хӗрринчен пăхма кăна вăл сцена çинче йăл кулса тăма çăмăл пек. Пикесен вара пăлханнине кăтартмасăр йăл та кулмалла, çурăма та тытмалла, пӗр вӗçӗмсӗр тум улăштарса хывăнса тăхăнмалла, çӳç-пуç тусса каясран асăрханмалла тата ытти те. Паллах, хумханнă вăхăтра ертӳçӗн ыйтăвне лайăх илтмессе те пултаратăн. Зал кулсан пике пушшех аванмарланать.

Çак тӗрӗслеве конкурсанткăсем питӗ те хитре тумсемпе тухрӗç. Симӗсӗн-кăвакăн йăлкăшать тухăç эрешӗллӗ капăр тум. Ыйтусем пама интереслӗ мел шутласа тупнă – Джинн пулчӗ вăл.  Сцена варрине лампа лартнă та хӗрсен  çавна сăтăрмалла пулчӗ. Унтан тин Джинн ыйту парать.  

Нумай интересли пулчӗ конкурсра. Çапах тӗп самант – çӗнтерӳçӗсене палăртасси. Сцена çинче тăракан 10 хӗр тивӗçлӗ чăтса ирттерчӗ çак çăмăл мар саманта. Ара ертӳçӗсем номинаци ятне каласан кашни хăй ятне илтме ӗмӗтленет-çке.

Çапла пӗрремӗш вице-мисс ятне Ешӗлвар хӗрӗ Камила Гаттарова тивӗçрӗ. «Мисс Казань» номинаци çӗнтерӳçи Евгения Петрова пулчӗ.

Тӗп титула вара Анат Кама пики – Амира Шарипова тивӗçрӗ.         

Саламлатпăр!

Ирина ТРИФОНОВА.

Р. Гали сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мисс татарстан