Мӗн çинчен калаçнă Америка журналисчӗ Раççей Президенчӗпе?
Ку эрнери Раççее кăна мар, тӗнчене те хумхантаракан чи паллă пулăм шутӗнче Америкăри паллă журналист Такер Карлсон РФ Президентӗнчен Владимир Путинран интервью илни пулчӗ.
Ку эрнери Раççее кăна мар, тӗнчене те хумхантаракан чи паллă пулăм шутӗнче Америкăри паллă журналист Такер Карлсон РФ Президентӗнчен Владимир Путинран интервью илни пулчӗ. Электронлă массăлла хыпар хатӗрсене кӗрсен те, интернетри хыпар платформисене уçсан та тӳрех çак интригăлла хыпар куç тӗлне пулать, социаллă сетьсенче те шăв-шав çуратрӗ вăл.
Раççей ертӳçинчен интервью илме шутланине Такер хăйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ăна çийӗнчех темиçе сехет хушшинче 20 милллион ытла çын пăхнă.
Мӗнпе интереслентерет-ха çак историлле тӗлпулу тӗнче халăхне? Ятарлă çар операцийӗ пуçланнă хыççăн Анăç, Америка журналисчӗсем пӗр енлӗ, ытларах чăннине пăсса, информаци пара пуçласа, Раççее хирӗç çивӗч информацилле вăрçă пуçарчӗç. Зеленскипе темиçе те пулчӗ интервью, анчах никама та Раççей шухăш-кăмăлӗ интереслентермерӗ. Паллах, ахаль çынсене ку сисчӗвлентерет. Тӗрӗссине калаççӗ пулсан, апла мӗншӗн Раççей сассине хуплаççӗ, илтме чараççӗ?
Акă мӗншӗн çав Америка, Европа çыннисемех Путин шухăшне те пӗлесшӗн. Такер вара вӗсене çак тӗрӗслӗхе çитерме шантарнă. Журналист Раççей Президентӗнчен интервью илнине февралӗн 6-мӗшӗнче хăйӗн сайтӗнче кăларчӗ. Такер сăмахӗпе, Америка халăхӗ чăннине пӗлмесӗр тӗттӗмлӗхре пурăнать. Интервьюна вăл тӳррӗн, монтаж туса касса пӗтермесӗр, мӗнле пур çапла пама шантарнă. Анăç журналисчӗсем интервьюна блок лартма пултарасси пирки те вăл пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен тӗрӗслӗхрен хăраççӗ. «Интервьюра Путин мӗн каланипе килӗшме сире сӗнместпӗр. Анчах ăна пăхма сӗнетпӗр. Вара ирӗклӗ çын пек, чура пек мар, харпăр пӗтӗмлетӳ тума пултаратăр», — тет Такер хăйӗн сайтне вырнаçтарнă видеочӗнӳре.
РФ Президенчӗн пресс-службин пресс-секретарӗ Д. Песков çак ыйтупа интересленекен журналистсене пӗлтернӗ тăрăх, интервью хăçан тухасси Такертан хăйӗнчен килет, ун хатӗрлӗхӗнчен. Каярах Карлсон интервью февралӗн 9-мӗшӗнче çӗрле икӗ сехетре тухассине пӗлтерчӗ. Эпир хаçата пичете панă кун вăл тухманччӗ-ха. Мӗн калаçнă Америка журналисчӗпе çӗршывăмăрăн ертӳçипе кӗçех пурте пӗлӗпӗр. Анчах пӗрне татса калама пулать, тӗнче кун хыççăн ӗнерхи пек пулмӗ.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗк Раççей Президенчӗпе иртнӗ тӳрӗ эфир вăхăтӗнче тунă скриншот.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев