Наталия Сергеевна МИХАЙЛОВА апрелӗн 25-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ
Тӗп хыпар

Наталия Сергеевна МИХАЙЛОВА апрелӗн 25-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ

Хаклă та юратнă мăшăра, аннене, кукамая юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!

Уйӑх пек çутӑ кун-çул, çурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инçет çул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек çирӗп сывлӑх, куç тулли телей, çутӑ ӑраскал сунатпӑр. Сăн-питӳ яланах савăнăçпа ялкăштăр. Çумӑнта юратнă мăшăру, çывӑх çыннусем пулччӑр.

Ăшă чун, ырă кăмăл санра 

Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест.

Тӗнчере эс пурришӗн Турра

Тав тумашкăн сăмах та çитмест.

Саншăн çутаттăр илемлӗ çут çăлтăр,

Саншăн çӗклентӗр ăшпиллӗ хӗвел.

Савăк саркайăк çӗн юрă юрлатăр,

Сунатпăр сывлӑх та пысăк телей!

Мăшăрӗ, ачисем, кинӗпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем.


поздравление

Нет комментариев