Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ӗне тытнăшăн субсиди илме заявкăна июнӗн 14-мӗшӗччен памалла

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви сăвăнакан ӗне, качака тытнăшăн тăкакăн пӗр пайне саплаштарма субсиди памашкăн харпăр хуçалăхсенчен заявкăсене май уйăхӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 14-мӗшӗччен йышăнаççӗ. ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кăçал иккӗмӗш тапхăр ку.

Аса илтеретпӗр, çулталăкран аслăрах, сăвăнакан ӗнешӗн, качакашăн параççӗ ăна. Пӗр пуç ӗне тытакансене — 2, икшер ӗне тытакансене кашни пуçшăн 3-шер, виççӗ е ытларах ӗне тытакансемшӗн 4-шар пин тенкӗ укçа параççӗ. 

Енчен те 500 тенкӗлӗх ветеринари мероприятийӗсене иртме килӗшӳ тусан кашни ӗне пуçне тата 300-шер тенкӗ хушса тӳлеççӗ.

Документсене «Мои субсидии» система урлă электронлă майпа памалла.
Тӗплӗнрех 8(843) 221-76-88 (8801) телефонпа ыйтса пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство