Ӗнер Хусанта волонтерсен конкурсӗн çӗнтерӳçисене палăртрӗç
Кӑçалхи конкурса республикăн 45 муниципалитетӗнчен пурӗ 517 заявка килнӗ. Çакӑ премин пилӗк çуллӑх историйӗн рекордлă кăтартăвӗ. Çӗнӗ номинацисемпе те палăрать кăçалхи конкурс – «Çулталӑкри паттӑрла ӗç» тата «Инклюзи сферинчи çулталӑк волонтерӗ».
Хусанта «Добрый Татарстан» республика премийӗн юбилей сезонӗ вӗçленчӗ. Декабрӗн 10-мӗшӗнче Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра чи лайăх волонтерсене чысларӗç. Мероприятие республикӑри пур районтан та икӗ çӗр ытла чи лайӑх волонтерсем, командӑсем тата социаллӑ яваплӑ компанисем хутшӑнчӗç. Волонтерсен республика шайӗнчи форумӗ «Молодежь и дети» наци проекчӗн хӳттинче иртет. Номинатсене пысăк чыс туса хӗрлӗ кавир сарса кӗтсе илчӗ Хусан. Уяв каçӗн дресс-кодне те палăртнă пулмалла. Питӗ шукăл тумланса килнӗ волонтерсем. Çапла чыс туни тӗрӗс те, волонтерсем мӗн тери пысăк ӗçсем тунине пурте сăнаса та тăмаççӗ пулӗ, анчах вӗсем тăрăшнипе паян СВОна куллен гуманитари пулăшăвӗ ăсанать, йывăр лару-тăрура пурăнакан ватăсемпе çемьесем, инвалидсем патне вăхăтлă пулăшу çитет, килсӗр чӗрчунсем валли приютсем уçăлаççӗ тата ытти те.

Волентерсен конкурсӗ ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви йӗркеленипе иртет.
Кӑçалхи конкурса республикăн 45 муниципалитетӗнчен пурӗ 517 заявка килнӗ. Çакӑ премин пилӗк çуллӑх историйӗн рекордлă кăтартăвӗ. Çӗнӗ номинацисемпе те палăрать кăçалхи конкурс – «Çулталӑкри паттӑрла ӗç» тата «Инклюзи сферинчи çулталӑк волонтерӗ».
Церемони Тутарстан республикин çулталӑк волонтерн палăртнипе пуçланчӗ. Гран-прие илме Саима Шагиахметова тивӗç пулчӗ. Унпа пӗрле сцена çине тӗп награда лауреачӗсем — Яна Шишиморовӑпа Азалия Янтыкова тухрӗç. Саима урам вӑййисен çемье фестивалӗн авторӗ тата йӗркелӳçи. Çак проектпа вăл грант выляса илсе кăçал çулла ăна ăнăçлă пурнăçланă. Наградӑна Тутарстан Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пачӗ.

Волонтерсем паян кашни сферăра ӗçлеççӗ. Хăшне экологи лару-тăрăвӗ, теприне çутçанталăкра пулакан инкексем, теприсене тӗрлӗ йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ çынсемпе çемьесен проблемисем хумхантараççӗ. Медицина енӗпе Хусанта пурăнакан Ассад Уард чи лайӑххисен шутне кӗнӗ, Анат Кама хӗрӗ Аида Альмухаметова пысăк мероприятисем йӗркелессипе ăста. Агрыз районӗнче пурăнакан Фарида Артемьева культура енӗпе ӗçлесе палăрнă. Килсӗр йыт-кушака пулӑшассинче Çырчалли çыннине Гульчачак Потаповӑна çитекенни çук.
Çӗнӗ номинацисенче «Инклюзи сферинчи çулталӑк волонтерӗ» ята Элметри Алина Зигангирова çӗнсе илчӗ. Çулталӑк геройӗн ятне Балтаси районӗнчи Марат Галяутдинов тивӗçрӗ, вӑл хӑй çинчен манса тепӗр çынна пулăшассипе палăрнă.
Çемье пӗрлӗхӗпе Ютаза районӗнчи Абрамовсен çемйи палăрчӗ. Вӗсем «Ыркăмăллăхçă çемье» номинаци çӗнтерӳçисем. Çамрăк волонтерсен хушшинче Хусан ачи Радель Хадиев палăрчӗ. «Кӗмӗл» волонтерсенчен вара Нурлат районӗнчи Люци Фатыхова чи лайăххи пулма тивӗçрӗ.
Волонтерсен премийӗнче уйрӑм çынсемсӗр пуçне командӑсене те палӑртаççӗ. Çарӑмсанри 1-мӗш шкул командине чи лайăх шкул отрячӗ тесе йышăннă. Аслӑ шкул центрӗсен хушшинче Çырчаллинчи педагогика университечӗн «Добро. Центр» мала тухнă. Элметри коммерцилле мар «Добрый Альметьевск» организаци чи лайăх йӗркелӳçӗ пулнине пӗлтӗмӗр.

Пысăк бизнес хушшинче вара «Татэнерго» компани ырă ӗçсемпе палăрса тăрать.
Номинантсене награда пама патшалăх власть органӗсен, министерствосемпе ведомствосен, обществăлла организацисен представителӗсем тухрӗç. Кашни чӗререн тав туса нумай ырă сăмах каларӗ.
«Паян передовойӗнче, ятарлӑ çар операцийӗн зонинче çар тивӗçне пурнӑçлакансене пулӑшнӑшӑн волонтерсемпе доброволецсене пурне те тав тӑвас килет – çапӑçу ветеранӗсемпе çыхӑнса ӗçленӗшӗн, вӗсен çемйисемпе çывӑх çыннисене пулӑшнӑшӑн. Сирӗн ырӑ ӗçӗрсене пула йӗркеленсе пыракан историшӗн сире тав тӑвас килет. Пирӗн çӗршыв историйӗ те ырӑпа, пӗр-пӗрне хисепленипе палăрса тăрать», – терӗ ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева волонтерсене тав туса.

ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров волонтерсен юхӑмӗн пысăк пӗлтерӗшне палӑртрӗ. «Тутарстанра çӗршер пин çын, çӗршывӗпе вара миллионшар çын ырӑ ӗçсем туса пурăнать. Ку ӗç тӗрлӗрен, вутӑ çурса пулӑшнинчен пуçласа чрезвычайлӑ лару-тӑрăва сиресси, СВО зонинче кӗрешекен атьсене пулӑшасси таранах. Волонтерсене пула пурнӑç пахалӑхӗ ӳсет, пирӗн хуласем илемленеççӗ, çӗршыв умӗнчи тӗллевсене хӑвӑртрах та пахарах татса пама пулăшаççӗ вӗсем. Преми конкурсне хутшӑнакансем заявкӑсен содержанийӗпе тӗлӗнтерчӗç. Проекта пӗтӗм çемьепе хутшӑнни, ăрусен çыхăнăвӗ çирӗпленни темрен паха», – терӗ министр.

«Добрый Татарстан» форум питӗ те ырă, çемьери пек ырă лару-тăрура иртрӗ. Артистсем вара хăйсен юрри-ташшипе илем кӳчӗç.
Сăнӳкерчӗксем https://minmol.tatarstan.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев