Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Никрут юрри» фестиваль-конкурсăн зонăри тапхăрӗ Çӗпрелӗнче иртрӗ

Паян, апрелӗн 17-мӗшӗнче Çӗпрел районӗн Культура çуртӗнче «Никрут юрри» республика конкурсӗн зонăри суйлав тапхăрӗ пулчӗ. Вăл «Йăла-йӗрке», «Ушкăнпа юрласси», «Пӗччен юрласси» номинацисемпе иртрӗ.

Мероприятие Çӗпрел районӗн пуçлăх çумӗ, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, ТР Чăваш наципе культура автономи Канашӗн председателӗн пӗрремӗш  çумӗ Константин Малышев уçрӗç. 

«Çӗпрел районӗнчен кăçал салтака 35 çамрăка ăсатмалла. Вӗсене ăсатнă чухне йăла-йӗркене пăхăннине пăхма питӗ кăсăк, салтак юррисем чуна пырса тивеççӗ», – палăртрӗ Алексей Егорович. 

«Салтак юрри юрласа çара ăсатакан халăх чăвашсем кăна юлнă, ытти халăхсен çак йăла пӗтсе пынипе пӗрех. Эпир çак йăлана мӗншӗн тытса пыратпăр? Ку пире хамăра чăваш халăхӗ пек упрама пулăшать», – пӗлтерчӗ Константин Анатольевич.

Пӗрремӗш хут конкурса 2015 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 70 çул çитнине халалласа иртернине, кăçал фестивале  ТР Раисӗн грантне илнипе ирттерме май пулнине те каласа хăварчӗ вăл. 

Чи малтан сцена çине Чăваш Паснапуç ялӗн «Пасна ансамблӗ» тухрӗ.

Вӗсем хыççăн Хулаçырми ялӗн культура ӗçченӗсем хăйсен авалтан пыракан салтака ăсатас йăла-йӗркепе паллаштарчӗç.

Алешкин-Саплăк ялӗсем салтака ăсатас йăлана стилизацилесе кăтартса пачӗç.

 

Ушкăнпа юрлас номинацие Чăваш Çӗпрелӗнчи «Çеçпӗл» вокал, Шемӗршелӗнчи «Шуçăм» фольклор, Чăваш Паснапуçӗнчи «Пасна» фолькор ансамблӗсем хутшăнчӗç.

Уйрăммăн юрлас номинацие Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен Геннадий Карсаков, Çӗнӗ Упирен Мария Краснова, Матакран Надежда Шингарева, Кивӗ Чакăран Владимир Токмаков, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен Вера Родионова хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.

Çӗпрел  районӗнче иртнӗ зонăри тапхăрти çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр:

«Йăла-йӗрке» номинацире:

1 вырăн – «Çăлкуç», Хулаçырми ялӗ;

2 вырăн – «Пасна», Чăваш Паснапуç ялӗ;

3 вырăн – «Çăлкуç», Алешкин Саплык ялӗ.

«Ушкăнпа юрласси» номинацире:

1 вырăн – «Çеçпӗл» вокал ансамблӗ, Чăваш Çӗпрел ялӗ;

2 вырăн – «Пасна» фольклор ансамблӗ, Чăваш Паснапуç ялӗ;

3 вырăн – «Шуçăм» фольклор ансамблӗ, Чăваш Шемӗршел ялӗ.

«Уйрăммăн юрласси» номинацире:

1 вырăн – Мария Краснова, Çӗнӗ Упи ялӗ;

2 вырăн – Геннадий Карсаков, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ;

3 вырăн – Татьяна Фадеева, Матак ялӗ.

«Никрут юрри» фестиваль-­конкурсăн суйлав турӗсем çавăн апрелӗн 18-мӗшӗнче Нурлатра, апрелӗн 19-мӗшӗнче Хусанта иртеççӗ. Финал май уйăхӗнче республикăн тӗп хулинче пулать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские обряды #Фестиваль никрут юрри