«Новая волна» çӗнтерӳçи Казахстан юрăçи Alex Lim пулчӗ
Хусан çак кунсенче вӗресе тăрать. New Wave Hall зал хыçӗнче йӗркеленӗ пресс-волпа хӗрлӗ кавир çул патӗнче уйрăмах хӗрӳ лару-тăру хуçаланчӗ. Пӗр енне пăхатăн Филипп Киркоров хăйӗн менеджерӗпе таçта васкать, тепӗр çӗрте Люся Чеботина, инçех мар Алексей Чумаков, Кирилл Андреев интервью параççӗ. Çав хушăрах хӗрлӗ кавир çул çине конкурсантсем сăн ӳкерӗнме пырса тăнă. Сисместӗн те çумран пӗр-пӗр паллă артист иртсе каять. Конкурсăн кашни кунӗнче кам та пулин урăххи çитет.
«Новая волна 2025» халăхсен хушшинчи çамрăк юрăçсен конкурсӗ пуçланнăранпа пиллӗкмӗш кун. Ӗнер çӗнтерӳçӗсем паллă пулчӗç.
Хусан çак кунсенче вӗресе тăрать. New Wave Hall зал хыçӗнче йӗркеленӗ пресс-волпа хӗрлӗ кавир çул патӗнче уйрăмах хӗрӳ лару-тăру хуçаланчӗ. Пӗр енне пăхатăн Филипп Киркоров хăйӗн менеджерӗпе таçта васкать, тепӗр çӗрте Люся Чеботина, инçех мар Алексей Чумаков, Кирилл Андреев интервью параççӗ. Çав хушăрах хӗрлӗ кавир çул çине конкурсантсем сăн ӳкерӗнме пырса тăнă. Сисместӗн те çумран пӗр-пӗр паллă артист иртсе каять. Конкурсăн кашни кунӗнче кам та пулин урăххи çитет.
Раççейӗн эстрада юрăçисем пӗр харăс кун чухлӗн килни халиччен пулман. Пуçлакан юрăçсене жюрисӗр пуçне вӗсем те тӗрев пани хаклă тимлӗх. Жюрире вара Раççей халăх артисчӗ, юрăç, композитор, поэт Игорь Николаев, Раççей халăх артисчӗ, продюсер, юрăç Филипп Киркоров, Раççей халăх артисчӗ, продюсер, композитор, «Иванушки интернешенл» «ашшӗ» Игорь Матвиенко, юрăç Лолита, юрăç, телеертӳçӗ, театрпа кино артисчӗ Сергей Лазарев, çыравçă, юрăç Алексей Чумаков, Анна Асти, «Новая волна» конкурс выпускници Люся Чеботина пулчӗç. Жюри председателӗ – Раççей халăх артисчӗ, композитор, продюсер Игорь Крутой.
Калас пулать, конкурсантсен ăмăртăвӗ виçӗ куна пычӗ. «Новая волна» уçăлнă кун паллă эстрада юрăçисен концерчӗ пулчӗ. Конкурс иккӗмӗш кунран пуçланчӗ. Юлашки тепӗр икӗ кунӗнче – августăн 25-26-мӗшӗсенче ретро-хит юрăçисен гала-концерчӗпе хупас церемони иртет.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата ano.dspkazan
Ӗнер вара конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене туса çӗнтерӳçӗсене палăртрӗç. Пӗрремӗш вырăна Казахстан юрăçи Алекс Лим тивӗçрӗ. «Оберег» фолк-проект (Раççей) иккӗмӗш вырăна çӗнсе илчӗ. Виççӗмӗш вырăна Раççейпе Казахстан юрăçисем – Джаммипе Йерназар пайларӗç. Азербайджан юрăçи вара Теймур Ганифаев куракансен кăмăлне кайнă юрăç ятне тивӗçрӗ.
Конкурс условийӗсемпе çамрăк юрăçсен паллă хитсемпе авторла юрăсем юрламаллаччӗ. Çак задачăна вӗсем туллин пурнăçларӗç. 13 финалист та çав тери вăйлă вокалист. Кашни хрусталь кубока тивӗçлӗ. Çапах жюри йышăнăвӗпе асăннă вокалистсем çӗнтерӳçӗсен шутне кӗчӗç. Йерназар нумайăшин кăмăлне çавăрчӗ. Ăна жюрире ларакансем Витаспа та танлаштарчӗç. Çӳллӗ нотăсене ăста илнипе.
Конкурсантсен пултарулăхне жюри вӗсем юрланă хыççăнах хак парса пычӗç, канашсем пачӗç. Вӗсене итлеме кăсăк пулчӗ.
Çӗнтерӳçӗн савăнăçне сăмахпа виçме çук. Журналистсемпе калаçнă чух хăй те пархатарлă сăмах шеллемерӗ. Пурне те тав турӗ. «Тутарстанра питӗ лайăх çынсем пурăнаççӗ. Вӗсем алă çупса хавхалантарма, итлеме пӗлеççӗ. Тӗлӗнмелле çынсем! Эп сирӗн ярмарккасене час-час тухса çӳрерӗм. Эчпочмак епле тутлă. Анчах пуринчен ытла ман асăмра кунти тӳпе юлӗ. Кашни кун вăл тӗлӗнмелле урăхла пулчӗ, – терӗ Алекс Лим. – «Новая волна» конкурса çӗнтереп тесе килмен. Çӗнтерес килнӗ, паллах, анчах шанман. Хутшăнса эмоцисем илесси кирлӗрехчӗ».
Чи пахи шутне конкурсантсем конкурса хутшăнса опыт илнине кӗртрӗç тата паллах Раççейӗн паллă поп-артисчӗсемпе паллашнине, вӗсемпе пӗр сцена çине тухма май пуррине.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев