Нурлатра 29-мӗш хут Уяв иртрӗ
Июнӗн 13-мӗшӗнче Нурлатра район шайӗнчи Уяв иртрӗ. Кунта чăвашсен çак наци праçникне акă ӗнтӗ 29 çул йӗркелеççӗ.
Республика шайӗнчи Уяв та кунта нурлатсемсӗр пуçне кӳршӗллӗ районсенчи, Раççей регионӗсенчи, ют çӗршывсенчи хăнасене нумай хутчен пухнă. Нурлатсем Уява хуть хăçан та чаплă, вăйлă ирттернине пӗлетпӗр. Хальхинче те çаплах пулчӗ. Чăвашсен наци праçникне кăçал Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанри Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă. Чăвашсен Уявне нихăçан та хамăр йăхташăмăрсем кăна пуçтарăнмаççӗ, кунта тӗрлӗ наци çыннине курма пулать. Ку Нурлатра кăна мар, Уяв ирттерекен ытти районсенче те çапла. Кӳршӗлле районсенчен, облаçсенчен, республикăсенчен çак праçнике ятарласа курма килекенсем те сахалăн мар.
Ир-ирех хаклă хăнасене уявсем ирттерекен тӳремӗн хапхи умӗнче йӗркелӳçӗсем кӗтсе илчӗç. Шала кӗрсен тата та тӗлӗнмелли нумай пулчӗ курма килнисемшӗн: виçӗ халăх – тутар, чăваш тата вырăс – пикисем çăкăр-тăварпа, сăрапа, чак-чакпа сăйларӗç, малалла аслисен ансамблӗсем, ача-пăча ушкăнӗсем юрă-ташăпа кӗтсе илчӗç.
Хаклă хăнасем нумайăнччӗ кăçал Нурлат Уявӗнче: район пуçлăхӗ Дамир Азатович Ишкинеев мăшăрӗпе Лилия Наиловнăпа, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Шамил Габдулхаевич Ягудин, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Валерий Михайлович Антонов, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев, ТР Обществăлла палатăн эксперчӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова, «Чистополье» холдингăн генеральнăй директорӗ Наиль Ринатович Залаков, Çарăмсан районӗн пуçлăхӗ Рамиль Талгатович Айбатов, ТР Верховнăй сучӗн судйи, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ юрисчӗ Александр Сергеевич Огонев, «Газпром Теплоэнерго Казань» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗ Ильдар Фаатович Галимов, Аксу районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Роза Николаевна Чентаева, Нурлат хулин хисеплӗ гражданинӗ Роман Саввич Чахмахчев, ятарлă çар операцийӗн ветеранӗ, Ялавăр каччи Георгий Игоревич Логинов тата ыттисем те пулчӗç.
Уявăн чăн-чăн илемӗ – унта юлашки çулсенче ачасемпе çамрăксем питӗ хастар хутшăнни. Кăçал Нурлат праçникне ача садне çӳрекенсем те, шкул ачисем те, яш-кӗрӗм те хастар хутшăнчӗ. Пăхса тăранмалла мар çамрăк ăру чăваш культурине аталантарас ӗçе хастар хутшăнни çине. Вӗсем Уявра хăнасене кӗтсе илнӗ çӗре те, пролога та, интерактивлă площадкăсене те, вăйăсене те питӗ хастар хутшăнчӗç.
Уявăн прологне кăçал халăхсен пӗрлӗхне, çемьене халалланăччӗ. Тӳремри представленире пӗр вăхăтрах çӗр ытла çын юрларӗ-ташларӗ, халăх йăлисене кăтартрӗ. Мӗн иртенпе Нурлат çийӗн çумăр пӗлӗчӗсем капланса тăратчӗç, шăп пролог вăхăтӗнче çумăр та çуса илчӗ. Анчах вăраха тăсăлмарӗ – тепӗртакран хӗртсе хӗвел пăхма пуçларӗ. Уяв вăхăтӗнче çумăр çуни ырă паллă пулаканччӗ-ха, çапла пултăрах.
Пролог вӗçленсен хисеплӗ хăнасем сцена çинчен Уява пуçтарăннисене саламларӗç.
«Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан чăвашсемшӗн Нурлат çӗрӗ нумай çул ӗнтӗ тӗл пулмалли вырăн пулса тăрать. Çак тӗлӗнмелле илемлӗ уяв пирӗн районта ăруран ăрăва куçса пырать. Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче вăл тата та пӗлтерӗшлӗрех. Пирӗн халăхсен вăйӗ – пӗрлӗхре, килӗштерсе пурăннинче. Пирӗн районта чăвашсем, тутарсем , вырăссем тата ытти халăхсем ӗмӗр-ӗмӗр килӗштерсе пурăнаççӗ, пӗр истори çыраççӗ. «Иртнине маннă халăхăн пуласлăхӗ çук» текен ваттисен сăмахӗ пур чăвашсен. Ку чăн та çапла. Нурлатри Уяв шăпах йăла-йӗркене упранин, аталантарнин тӗслӗхӗ пулса тăрать. Вăл пӗтӗм Раççейрен хăнасене пухса çӗршыв культурине пуянлатать. Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗнче эпир хамăрăн асатте-асаннесен фронтри тата тылри паттăрлăхне асра тытатпăр, паян Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене хисеплетпӗр. Пирӗн район чăвашӗсем мӗн авалтан ӗçченлӗхпе, тараватлăхпа палăрса тăнă. Паян та вӗсем бизнесра та, власть органӗсенче те, социаллă сферăра та, культурăра та ăнăçлă ӗçлеççӗ», – терӗ хăйӗн сăмахӗнче Нурлат районӗн пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев Уява килнисене чăвашла тата вырăсла саламланă май.
Çарăмсан районӗн пуçлăхӗ Рамиль Айбатов хăйӗн сăмахӗнче çакăн пек праçниксем ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсем пуррипе тăнăç иртнине палăртрӗ, пурне те июлӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсанра пулакан республика Уявне йыхравларӗ.
Константин Малышев мăн асатте-асаннесем пуçарнă йăла-йӗрке пире малалла пурăнма пулăшнине асăнчӗ, нурлатсем Уява малашне те çакăн пек çӳллӗ шайра ирттерессе шаннине пӗлтерчӗ.
Çавăн пекех «Чистополье» холдингăн генеральнăй директорӗ Наиль Залаков, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, ТР Верховнăй сучӗн судйи Александр Огонев та саламлă сăмахсем каларӗç сцена çинчен.
Кун хыççăн Нурлат районӗн тӗрлӗ сферăра палăрнă çыннисене наградăлас церемони иртрӗ. Вӗсен хушшинче СВО ветеранӗсем те пурччӗ. Чăвашсен йăлипе Уяв карти варрине шалча çапнă хыççăн пурте туслăн алла-аллăн тытăнса карталанса Уяв юрри юрларӗç.
Малалла куракансем пӗр вăхăт чăваш эстрада артисчӗсен – Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцеван, Михаил Федоровăн, Константин Рязановăн, Данила Зайцевăн, «Асамат» ушкăнăн, вырăнти артистсен юрри-ташшипе киленчӗç.
Тӗрлӗ темăпа хатӗрленӗ интерактивлă площадкăсен шайӗ республика Уявӗнчи пекех çӳллӗ пулчӗ. Мӗн кăна курмарӗç пуль кунта хăнасем! Хуплупа чăваш сăрин фестивалӗ те ӗçлерӗ, ал ӗç ăстисем хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Тӗрлӗ мастер-классене хутшăнма та май пулчӗ хăнасен.
Районти тӗп библиотекăн ӗçченӗсем «Нурлат многоликий» проектпа еплерех ӗçлени пирки каласа пачӗç. Библиотека ӗçченӗ, пултаруллă поэтесса Маргарита Литта тӗрленӗ Нурлат районӗн карттипе паллашма питӗ кăмăллă пулчӗ. Маргарита çак ӗçе пурнăçлас тесе çур çул ырми-канми тăрăшнă.
Нурлат волонтерӗсем СВОри салтаксене еплерех пулăшни пирки тӗплӗн каласа пачӗç, хăйсем çӗлекен, хатӗрлекен япаласемпе паллаштарчӗç. «Боевое братство» ушкăн тăшманăн салтаксемпе волонтерсем илсе килнӗ трофейӗсен куравне йӗркеленӗччӗ.
Хăнасене кашни площадкăра юрă-ташăпа хавхалантарчӗç, пӗрле ташлаттарчӗç. Çавăнпа вун-вун тематикăлла вырăнпа паллашсан та курса çӳрекенсене вăхăт иртни сисӗнмерӗ.
Нурлат Уявӗ чăваш кӗрешӗвӗсӗр иртменнине пӗлетпӗр. Пиçиххипе тытса кӗрешекенсен шучӗ кăçал 100-тен те иртрӗ пуль – тӗрлӗ виçе йывăрăшӗнче хӗрачасем те, арçын ачасем те, аслисем те кӗрешрӗç.
Питӗ хӗрӳ иртрӗ ăмăрту. Ку турнира йӗркелессинче Александр Огоневăн тӳпи пысăк. Вăл тăрăшнипе кăçал кӗрешӳ 16-мӗш хут иртрӗ. Çӗнтерӳçӗсене уйрăммăн та, командăпа та чысларӗç. 1-мӗш вырăна Нурлат районӗн команди тивӗçрӗ, 2-мӗш – элкелсем, 3-мӗш аксусем.
Турнирăн хаклă хăнисен йышӗнче çак районти Ялавăр хӗрӗ, Раççей спорт мастерӗ, пиçиххипе тытса кӗрешессипе тӗнче чемпионки Юлия Растоскуева та пулчӗ. Вăл та хăй вăхăтӗнче çак турнира хутшăннă.
Нурлатсен Уявӗ çӳллӗ шайра иртрӗ, яланхи пекех йӗркелӳçӗсем те, унта хутшăнакансем те, артистсем те маттур пулчӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев