Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашӗ умне ҫулленхи Ҫырупа тухрӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашӗ умне ҫулленхи Ҫырупа тухнине интересленсех пӑхса лартӑм. Мӗншӗн тесен ытти регионсенче пурӑнакан чӑвашсемшӗн, хамӑр пирки каласан Тутарстан чӑвашӗсемшӗн, Чӑваш Республикин социаллӑ экономика, обществӑлла политика - пӗтӗмлетсе каласан пур енлӗ аталанӑвӗ ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Республики вӑйлӑ аталанакан ҫирӗп экономикӑллӑ регион пулнине кура чӑваш халӑхӗн Раҫҫейри вырӑнӗ те ҫирӗпрех, авторитетлӑрах пулать. Ҫавна кура регионсенчи власть представителӗсем  те вырӑнти чӑвашсене кирлӗ пек, паллах вырӑна хурса хисеплессе, йышӑнасса кӗтетӗн. 
Ҫавӑнпа ман шутпа Чӑваш Республикин ертӳҫисемшӗн те ку пӗлтерешлӗ пулмалла пек, политика курсне палӑртнӑ чух шута илмеллех.
Олег Николаев промышленноҫри, производствӑри, ял хуҫалӑх, строительство отраслӗсенчи, уйрӑмах пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствипе 2024 ҫулхи кӑтартусемпе Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малти вырӑнсене йышӑннине палӑртни савӑнтарать.
Республика ытларах аграри енлӗ регион, ҫавӑнпа ял хуҫалӑх отрасльне пысӑк тимлӗх уйӑрни тӗрӗс те питӗ кирлӗ. 
Регионри туризм аталанӑвӗ те экономика ӳсӗмӗшӗн пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа ку сектора та кирлӗ тимлӗх уйӑрни тӗрӗс. 
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршывӑн Ӑслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине палӑртса вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӑлӑх арӑмсене, концлагерьсенче пулнисене, тыл ӗҫченӗсене пӗр хутчен парӑнакан тӳлев ҫумне республика ертӳҫин йышӑнӑвӗпе хушса тӳлеме палӑртнине те ырламалла. 
Экспорт таварӗсен производствипе ӗҫлекен вӑтам тата пӗчӗк бизнес представителӗсемшӗн экспорт кешбэкӗ ӗҫе кӗни эффективлӑ пулӑшу мелӗ пулса тӑрасса шанас килет. 
Олег Николаев РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе регионсенче тӗревлӗ муниципалитетсене аталантарма кирли ҫинче  самай чарӑнса тӑчӗ. 
Ҫул-йӗр строительствин аталанӑвӗ пирки каласа республика ертӳҫи ку ҫулта ҫул-йӗр инфраструктурине лайӑхлатассипе ӗҫсем малалла пурнӑҫланассине каларӗ.
Ҫул вӑл аталану артерийӗ, ҫавӑнпа, кунта хӑюллӑ проектсем кирлӗ. Сӑмахран, хула пробкӑсенче ан чыхӑнтӑр тесен ҫул-йӗр развязкисем кирлӗ. Пулӑҫҫӗ пулӗ тесе шанас килет. 
Чӑваш Ен спорт объекчӗсен строительствипе малта пыракан регионсен шутне кӗни те савӑнтарать пире. 
Сывлӑх сыхлав сфери 100 % цифровизаци ҫине куҫни те лайӑх кӑтарту. 
Строительство секторӗ пирки калас пулсан амбицилле проектсем ҫинчен илтес килчӗ. Региона халӑхсен хушшинчи шая кӑларас тесен нумай функциллӗ бизнес-центрсем , ытти объектсем, логистика центрӗсем кирлӗ. Пӗлетпӗр Шупашкарта А.Г.Николаев ячӗллӗ халӑхсен хушшинчи аэропорта ҫӗнетрӗҫ. Вӑт ун ҫумӗнче Хусан тӗслӗхӗпе "Казань Экспо" евӗр халӑхсен хушшинчи курав центрӗ туса хурсан пит аван пулмалла. Регионшӑн вӑл пур енлӗ, чи малтан экономика аталанӑвӗшӗн, инвестицилле илӗртӳлӗхе ӳстерессишӗн питӗ аван пулмалла. Ман шутпа, регионсен пӗр-пӗрин опычӗпе усӑ курма вӑтанса тӑмалла мар. 
Журналистка представителӗ пулнӑ май Олег Николаев МХХ аталанӑвӗ пирки мӗн калассине тимлесех итлерӗм. "Хыпар" Издательство ҫурчӗн ертӳҫисем, унчченхисем те, хальхисем те пирӗн пата ,"ТАТМЕДИА" информаци агентствине, опытпа паллашма пӗрре мар килсе кайнӑ. Вӑл ку таранччен те пурнӑҫланманччӗ-ха.  Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнинче Чӑваш Республикин Медиахолдингне туса хурасси пирки каларӗ пулсан апла кӗҫех ку ыйту та пурнаҫланать пулӗ.
Паллах ЧР Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхи ҫинчен мӗн каласси питӗ интереслентерчӗ. Ку ыйту  тӑван халӑх пуласлӑхӗ енӗпе сӳрӗк мар кашни чӑваша хумхантарать. Ӑна пула вӑрҫӑнакансем те пур, пӗр-пӗрне ӑнланманни те. Ман шутпа наци республикин ертӳҫишӗн ку ыйту приоритетлисен шутӗнче пулмалла. Ун командинче профильлӗ министерствосемпе ведомствосен  представителӗсемсӗр пуҫне чӑваш наципе культура пӗрлӗхӗсен, творчествӑлла интеллигенци представителӗсем пулмаллах. Ку енӗпе тӗрлӗ шухашлакансене мирлештересси те республика ертӳҫисен тивӗҫӗ пулмалла. 
РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑх чӗлхисене вӗрентессипе упрасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма хушни ахаль иртмӗ тесе шутлас килет. Чӑваш Республикин тӗп хулинче чӑваш шкулӗсем уҫӑласса кӗтетпӗр халӗ. 
Анчах ку ыйту ҫинче  пит нумай чарӑнса тӑмарӗ регион ертӳҫи. Кӗнекесем тухнӑ -  питӗ аван, апла пулсан халӗ вӗсемпе ҫине тӑрса ачасене вӗрентесси юлать. Шанчӑк пур ку енӗпе те курӑмлӑ ӗҫлесе каясса. 
Тата паллах ЧР Пуҫлӑхӗ ытти регионсенче пурӑнакан чӑвашсемпе (диаспорасемпе тесе каламастӑп, мӗншӗн тесен Тутарстан чӑвашӗсем те, Ульяновск облаҫӗнчисем те, Пушкартстанрисем те, ыттисем те - эпир ӗмӗр-ӗмӗрех ҫак регионсенче пурӑннӑ) хутшӑнса ӗҫлесси пирки илтмерӗм, тен, илтмесӗр юлтӑм. Мӗншӗн тесен эпир пӗр халӑх - ӑҫта пурӑнсан та. 
Тата Олег Николаев асӑнса хӑварнӑ "История нашего края" вӗрентӳ кӗнеки интереслентерчӗ. Ку лайӑх пуҫару, содержанийӗ пурне те тивӗҫтерессе шанас килет. "История нашего края" ятне пӑхсан вӑл Чӑваш Республики ҫинчен пулмалла - чӑваш халӑхӗн историйӗ мар. Ачасем хӑйсен тӑрӑхӗн историне пӗлмеллех, ун ҫумне халӑх историне те вӗренни ик хут лайӑхрах пулӗ. 
Паллах ӗнтӗ тӗп вырӑнта СВОна хутшӑннисене, вӗсен ҫемйисене пулӑшупа тӗрев парасси тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне палартасси. Ку енӗпе Чӑваш Республикинче нумай проект пӑхса хунӑ. Мемориал комплексӗсене ҫӗнетнине ырламалла, ачасемпе ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парассинче ку паллӑ вырӑн йышӑнать. Сурск оборонӑпа тӗрев рубежне халалланӑ комплексра та пысӑк ӗҫсем планласа хунӑ, аван. А.Г.Николаевӑн музейӗ ҫӗнелсе улшӑннасса кӗтетпӗр апла. 
ЧР Пуҫлӑхӗн Патшалӑх Канашне Ҫыруне пӗтӗмлетсе каласан кашни сфера аталанӑвне тимлӗхе илнӗ.
Чи кирли - республикӑра пурӑнакансене тивӗҫлӗ пурнӑҫ шайӗпе тивӗҫтересси. Эпир вара, маларах ҫырнӑччӗ урӑх ҫӗрте пурӑнсан та Чӑваш Ене вӑйлӑ, пур енӗпе те хӑйхаллӗ, авторитетлӑ, Раҫҫейӗн тӗревлӗ республикисенчен пӗри  пек аталанасса кӗтетпӗр, ҫавна сунатпӑр наци республикине.
ЧР Пуҫлӑхӗ хӑйӗн Ҫырӑвӗнче кашни министерствопа ведомство умне конкретлӑ ыйтусем лартрӗ, хушусем пачӗ. 
Вӗсем пурнӑҫланччӑр тесен, паллӑ ӗнтӗ кашни хӑй вырӑнӗнче, хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ те мӗнпур яваплӑхпа пурнӑҫлани кирлӗ. Кашнин республикӑн ырӑ ячӗшӗн тӑрӑшмалла, ку вара регион ертӳҫи тавра вӑйлӑ команда пуҫтарӑннинчен, вӑл пӗр механизм пек ӗҫленинчен килет.

Сăнӳкерчӗк glava.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашский язык чуваши России