Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Паян Хусанта «Новая волна» çамрăк юрăçсен халăхсен хушшинчи конкурсӗ пуçланать

Хусанта паян çăлтăр çумăрӗ çăвать. «Новая волна» сцени çине Раççейӗн паллă поп-юрăçсем – Дима Билан, Лолита, Николай Басков, Сергей Лазарев, Филипп Киркоров, Алексей Чумаков, Стас Михайлов, Ирина Аллегрова, Сосо Павлиашвили, Алсу, Лев Лещенко, Нюша, Люся Чеботина, Ани Лорак, Anna Asti тата ыттисем тухаççӗ.

«Новая волна 2025» çамрăк юрăçсен халăхсен хушшинчи конкурсне кăçалхи çуллан кульминацийӗ тесен те юрать. Пӗр харăс çакăн чухлӗ эстрада çăлтăрӗсене пирӗн хула халиччен йышăнманччӗ. Мӗнлереххисем-ха тата вӗсем!

 Artik & Asti, Дима Билан, Лолита, Николай Басков, Сергей Лазарев, Филипп Киркоров, Алексей Чумаков, Стас Михайлов, Ирина Аллегрова, Сосо Павлиашвили, Алсу, Лев Лещенко, Нюша, Люся Чеботина, Ани Лорак, Anna Asti тата ыттисем. Раççей эстрадин çак паллă юрăçисем пуçларӗç те августăн 21-мӗшӗнче «Новая волна 2025» конкурса. Мероприяти вара августăн 26-мӗшӗччен пырать.

Конкурс New Wave Hall залра иртет. Ăна 2015 çулта ятарласа тунă пулнă. Хусанта конструкцие «Ак Барс Арена» çумне пуçтарса лартрӗç. Конкурсантсем вара Хусана августăн 8-мӗшӗнчех килсе çитрӗç, пурӗ вӗсем 13-ӗн. Шыв хумӗ евӗр хрусталь кубокшăн  Теймур Ганифаев (Азербайджан), Сурен Погосян (Армени), Катрин Мурашко (Беларусь), IRAKLI GADELIA (Грузи), Yernazar (Казахстан), Alex Lim (Казахстан),  «Оберег» ушкăн  (Раççей), GEVORA (Раççей), SECRET ATELIER (Раççей),  Jummy (Раççей), Александр Филин (Раççей), Елена Фрейман (Раççей), Маша Фэй (Раççей) тупăшӗç. Августăн 21-мӗшӗчченех пынă репетицисенче вӗсем вокал педагогӗсемпе, хореографсемпе ӗçлерӗç, тӗрлӗ мероприятисене хутшăнчӗç. Паллах, Тутарстанăн тӗп хулипе паллашрӗç. Хусансен тараватлăхӗ вӗсене питӗ килӗшнӗ.

Ултă куна пыракан конкурсра куракансене çӗнӗ юрăсем, интереслӗ коллаборацисем, дуэтсем кӗтеççӗ.

Конкурс кунӗсенче конкурсантсен ăмăртăвӗсемсӗр пуçне  поп-юрăçсен концерчӗсем пулаççӗ. Августăн 22-мӗшӗ Лариса Долинан концерчӗпе вӗçленет. Унпа пӗрле сцена çине Филипп Киркоров, Сосо Павлиашвили, Николай Басков, Александр Панайотов тата ытти çăлтăрсем тухаççӗ. Тепӗр кунне конкурсантсен тупăшăвӗ хыççăн хусансене «Иванушки International» ушкăн тата Лолита, Григорий Лепс, Алексей Чумаков, Ирина Аллегрова тата нумай-нумай паллă юрăç хăйсен хичӗсемпе савăнтарӗç.

Августăн 24-мӗшӗнче,  конкурсăн 4-мӗш кунӗнче, ретро-хит концерт пулать. Тахçанах Олег Газмановăн, Александр Серовăн, Лев Лещенкон, Дима Биланăн, Сергей Лазаревăн, «Дискотека Авария», «А-студио» ушкăнсен тата ытти паллă поп-çăлтăрсен концерчӗсене кайса курма ӗмӗтленнисен ӗмӗчӗ пурнăçланать. Билетсем йӳнӗ мар пулин те вӗсене йăлт илсе пӗтернӗ ӗнтӗ. Хаксем кашни кун тӗрлӗрен. Ретро-хит концерт хакӗ 18 пинрен пуçласа 56 пин тенкӗ таран. Паллă ӗнтӗ, куракансен шутӗнче хусансем кăна мар, Раççейӗн кашни регионӗнчен, СНГ çӗршывӗсенчен те йышлăн килнӗ.   

Августăн 26-мӗшӗнче «Новая волна 2025» конкурс хупăнать. Кам çӗнсе илӗ кубока, мӗнпе палăрӗ Хусанти конкурс, Раççей çăлтăрӗсем мӗнлерех хак парӗç пирӗн патра иртнӗ  «Новая волна» конкурса? Кун пирки çитес номерте çырса пӗлтерӗпӗр.  

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новая волна 2025