Патраклă Учӳка кӗтет
Тӗп хыпар

Патраклă Учӳка кӗтет

Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче июнӗн 21-мӗшӗнче Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учӳк» фестивалӗ пулать.

Вырăнти чăвашсемшӗн вăл пысăк пӗлтерӗшӗллӗ уяв шутланать. Патраклăра çулсерен Учӳк йăлине тăваççӗ. Ир-ирех ялти çынсем выльăх пусса чӳклеççӗ, тыр-пул ăнса пултăр тесе кӗлтăваççӗ.

Пултарулăх коллективӗсем чăваш халăхӗн юрри-ташшипе, авалхи чăвашсен йăлисемпе паллаштараççӗ. Çавăн пекех уявра тӗрлӗ мастер-классем иртеççӗ, куравсем, этноплощадкăсем ӗçлеççӗ, спорт тата халăх вăййисем пулаççӗ, килекенсене Учӳк пăттипе сăйлаççӗ.

Кăмăл пуррисене пурне те феститвале килсе курма чӗнеççӗ!


чувашские обряды чувашские праздники учук

Нет комментариев