Паттăрсем паттăрсене ӳстерме пулăшаççӗ
2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнăран тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халлаласа çӗршывӗпех çамрăксемпе ачасем валли патриотизм туйăмне аталантарас тӗллевпе тӗрлӗ мероприяти пулсах тăрать. Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ те Мускав облаçӗнчи Истра хулинче Ют çӗршыв ӗçӗсен министерстви урлă хӗллехи лагерьте канакан ачасемпе Паттăрлăх урокӗ ирттернӗ.
Мероприятие Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ, генерал-лейтенант Николай Федорович Гаврилов, Раççей Геройӗ Максим Владимирович Шоломов тата ятарлă çар операцине хутшăнакан Вольт позывнойлă салтак хутшăннă. Вӗсем ачасене çар пурнăçӗ çинчен каласа панă, çамрăксене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравланă.
Максим Владимирович Шоломов ятарлă çар операцине пӗрремӗш кунӗнченех хутшăннă. 2022 çулта сентябрь уйăхӗнче капитан ертсе пыракан взвода Харьков облаçӗнчи çулсем хӗресленнӗ вырăна тытса тăма задани панă. Мотострелоксем тăшман атакине талăкра ик-виçӗ хутчен сирсе тăнă. Аманнисем нумай пулнăран, унка çавăрса илесрен хăтăлас тӗллевпе взвода чакма приказ килнӗ. Капитан боецсене хӳтӗленӗ вăхăтра аманнă, анчах операцие малалла ертсе пынă. Взвод ункăран тухнă, 28 çынран пӗри çеç вилнӗ. Максим Владимирович задание пурнăçланă вăхăтра паттăрлăх кăтартнăшăн, салтаксен пурнăçне çăлса хăварнăшăн Раççей Геройӗн ылтăн çăлтăрне тата подполковник ята тивӗçнӗ.
Реабилитаци самай вăхăта тăсăлнă. Протезсемпе тыткалама вӗренсе çитсен Максим Владимирович каллех хăйне фронта яма ыйтнă. Анчах ăна: «Эсӗ тылра кирлӗ», – тесе каланă. Хальхи вăхăтра подполковник çар комиссариатӗнче ӗçлет, патриотла воспитани панă çӗре хутшăнать. Шкул ачисемпе иртекен тӗлпулусенче вăл ачасене ятарлă çар операцийӗн тӗллевӗсем çинчен каласа парать, пирӗн çӗршыв вырăссене пӗтерме ӗмӗтленекен Киев влаçӗсемпе кӗрешсе хăйӗн çыннисене хӳтӗленине, чӗлхине, культурине тата ӗненӗвне упраса хăварнине ăнлантарса парать.
Тӗлпулăва хутшăннă Вольт позывнойлă салтак хӗсметре тăнă вăхăтра хăйӗн командирӗ Раççей Геройӗ Дмитрий Семенов чăваш пулни çинчен пӗлтернӗ. Çакăн пек командирсен воспитани панине кура вăл хăй те патриот пулнине каласа хăварнă. Хальхи вăхăтра хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине хутшăнать. Хăй те «БАРС» отрядăн çар ушкăнӗн командирӗ. Нумаях пулмасть ăна «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе наградăланă.
Хамăр геройсемпе мухтанатпăр!
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев