Петр Григорьевич ФИЛИППОВ 75 тултарчӗ!
Хаклă та юратнă мăшăра, аттене, асаттене, кукаçее, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан Петр Григорьевич ФИЛИППОВА декабрӗн 17-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
Вăрăм та ăраскаллă пурнăç çулӗпе малашне те лăпкăн утма юман пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, телей, тулăх пурнăç сунатпăр. Пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр, мӗн шухăшлани пурнăçлансах пытăр.
Юратнă çыннăмăр эс пирӗн,
Эс хаклă пирӗншӗн темрен.
Телейлӗ пурăн ӗмӗр-ӗмӗр,
Мухтав сана чун-чӗререн.
Мăшăрӗ, ачисем, мăнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев