Петр Мускатинов çӗнтерӳçӗсен йышӗнче!
Нумаях пулмасть Мамадышра йӗлтӗрпе чупассипе республика чемпионачӗ иртнӗ. Çанталăка пăхмасăр ăмăртăва Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен сывлăх енчен çирӗп мар 60 йӗлтӗрçӗ хутшăннă. Ăмăртусем 5 километр дистанцире икӗ ӳсӗм категорийӗнче (20 çулччен тата аслăрах) иртнӗ.
Çӗнтерӳçӗсенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Петр Мускатинов, вăл ылтăн медаль çӗнсе илнӗ.
Çавăн пекех Петр Мускатинов Орел хулинче сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ Раççей чемпионатне те хутшăннă, унта вăл иккӗмӗш вырăн йышăннă.
Петр Мускатинова черетлӗ çӗнтерӳсемпе саламлатпăр!
«ВКонтакте» социаллă сетьри Марат Гафаров страницинчен илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев