Пограничниксене халалласа палăк уçрӗç
Чикӗ хурал çарӗнче хӗсметре тăнисене халалланă тепӗр палăка (Чикӗ паллине) май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Çирӗклӗ ялӗнче уçрӗç. Ăна Тутарстан пограничникӗсен пӗрлӗхӗн Аксу районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Юрий Степанов пуçарăвӗпе лартнă.
Церемоние Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн пӗрремӗш çумӗ Станислав Зайцев, Культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Алексей Тимирясов, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, Тутарстан пограничникӗсен пӗрлӗхӗн ертӳçи Альберт Сулейманов, Аксу тăрăхӗнчи, Заинск, Спас, Чистай тата Анат Камăри пограничниксем, "Сувар", вырăнти "Ял пурнăçӗ" хаçатсен тӗп редакторӗсем Ирина Трифоновăпа Людмила Жаренова хутшăнчӗç.
Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн пӗрремӗш çумӗ Станислав Зайцев чикӗ хӳтӗлекенсем Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ çӗрте ялан пӗрремӗш ретре пулнине палăртрӗ. Аксу районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Алексей Тимирясев обелиска тума пуçаракансене тав турӗ.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев