Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Ҫӗпрел Акатуйӗн паттӑрӗ кӑҫал Алексей Шингарев!

Июнӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнче Акатуй иртрӗ.

Нумай ҫул ӗнтӗ Акатуйӑн площадки Ҫӗнӗ Упи ялӗ. Уява хальхинче  Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑччӗ. Ҫӗпрел чӑвашӗсен темиҫе ҫул каялла кӑна ҫӗнӗрен чӗртнӗ ҫак уявӗн хӑйӗн йӑли ҫирӗпленчӗ темелле, апла пулсан та йӗркелӳҫӗсем ӑна ҫуллен интереслӗрех ирттерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Акатуйра ҫӗпрелсем чухлӗ парне паракансем республикӑра урӑх район  ҫук-тӑр. Хальхинче те сцена умне нумай парне хатӗрлесе хунӑччӗ. Акатуя хутшӑнакан пултарулӑх ушкӑнӗсемпе спорт вӑййисенче мала тухнисем, ҫав шутра кӗрешӳ ӑмӑртӑвне хакланӑ судьясем те, пӗри те парнесӗр каймаҫҫӗ кунта.

Хаклӑ хӑнасем киличчен Акатуй тӳремӗ пушӑ тӑмасть халӗ. Кӑҫал та ирхине 9 сехетрех пуҫланчӗ. Тӗп сцена ҫинчи программӑна фольклор фестивалӗ уҫрӗ. Чӑн малтан "Хӗлхем" халӑх ансамблӗ тухрӗ. Сӑмах май, халӑх ансамблӗсен шучӗ районта ҫав кун тата ӳсрӗ, ҫак ята Чӑваш Паснапуҫӗнчи "Пасна" ансамбль тивӗҫрӗ. Кунтах "Акатуй шăпчăкӗ"  вокал, чăваш ташшин "Акатуй ташши" фестивалӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртнипе Акатуй тӳремӗ юрӑ-кӗвӗпе янраса кӑна тӑчӗ.

Ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ площадка ӗҫлерӗ. Район ҫыннисемпе хӑнисем чӑваш ялӗсен "ҫурчӗсене" курса ҫӳрерӗҫ. Пӗрене тӑрӑх утса тата хӑпарса, алӑ вӑйӗ виҫсе, пӗрене ҫинче михӗсемпе ҫапӑҫса, кӗвентепе шыв, пӗр михӗ тырӑ йӑтса, тракторӑн пысӑк  кустӑрмине вӑхӑтпа куҫарса тата ытти вӑйӑсенче ӑмӑртса хӑйсене тӗрӗслеме май пулчӗ.

Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи Н.Мокшина) пуҫласа курав тата сцена хатӗрленӗ кӑҫал. Шӑп кунта "Акатуй пики" 6-мӗш конкурсӗ иртрӗ те. Районти 6 чӑваш ялӗн чиперкки хӑй пултарулӑхне кӑтартрӗ. "Акатуй пики" титула тата коронӑна кӑҫал Ольга Дергунова (Ҫӗнӗ Упи) тивӗҫрӗ. Ку хӗре июль уйӑхӗнче Ҫарӑмсанра иртекен республика Уявӗнчи пикесен конкурсӗнче те курӑпӑр-ха.

Уявӑн официаллӑ пайӗ 11 сехетре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ обелиск умне чечек хунинчен пуҫланчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшакан, гуманитари пулӑшӑвне пухса фронта леҫекен волонтерсене чысларӗҫ.  "За содействие СВО" медальпе "Своих не бросаем" волонтёрсен ушкӑнне йӗркеленӗ  Наталия Дмитриевна Кузнецовӑна тата  СВО салтакӗсемпе волонтерсем  ҫинчен тухнӑ "Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн" кӗнеке авторне, "Сувар" хаҫат журналистне  Ирина Николаевна Кузьминана;

 "За ратную доблесть " медальпе "Своих не бросаем" волонтёрсен ушкӑнӗн ертӳҫине Наталия Владимировна Пустынинӑна; "За вклад в победу в специальной военной операции" мелальпе  Петр Петрович Ухваркина; гуманитари пулӑшӑвне фронта леҫекенсене Виктор Петрович Петухова,  Александр Петрович Ярухина тата  Ирек Абдулбариевич Яфризова  "Участнику гуманитарного конвоя" медаль пачӗҫ.

Малалла Акатуй мешехи уяв площадкинче пурте уяв картине тарса ҫаврӑннинчен пуҫланчӗ. Акатуя халалланӑ пролога Шупашкартан килнӗ Чӑваш патшалӑх тата "Суварята" ташӑ ансамблӗсемпе Упи тӑрӑхӗн ачисем кӑтартрӗҫ. Акатуй ялавне хальхинче те районӑн пултаруллӑ ӗҫченӗсем тата СВО ветеранӗ А.Ягашкин  ҫӗклерӗҫ. 

Упи чиркӗвӗн пачӑшки Владимир атте чӑвашла кӗлӗ туса пил пачӗ. Район халӑхӗпе хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ М. Гафаров ҫурхи ака вӗҫленнӗ ятпа саламларӗ. Паянхи ҫӑмӑл мар вӑхӑтра ҫакӑн пек савӑнма майсем туса панӑшӑн ятарлӑ ҫар операцийӗнче кӗрешекен ентеш-салтаксене тав турӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарти "Тус" строительство компанийӗн генеральнӑй директорне Н.Угаслова чӗнсе кӑларчӗ. Ентешӗмӗр те пухӑннисене саламларӗ, ун хыҫҫӑн район пуҫлӑхӗпе пӗрле иккӗшӗ СВО ветеранӗсемпе кӗске отпуска таврӑннӑ салтаксене парне пачӗҫ, районӑн чи пултаруллӑ ҫыннисене районӑн 95 ҫулхи медалӗпе, Хисеп Хучӗсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ.

Хаклӑ хӑнасем Хусантан, Шупашкартан, Пӑва районӗнчен, Чӑваш Енри Красноармейски округӗнчен, Ульяновск хулинчен килнӗччӗ. 

Чӑваш наци конгресӗн председателӗ В.Клементьев, ТР ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ С.Чаркина тата  "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ  И. Трифонова  ӑшшӑн саламласа районта тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен чӑвашсене ЧНК, ТР Халӑхсен ассамлейин, ТР Халӑхсен Туслӑх Ҫурчӗн, ТР Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн, ТР ЧНКА, "ТАТМЕДИА" АО Тав хучӗсене пачӗҫ. 

Ҫӗпрел районӗ литературӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен ентеш-ҫыравҫӑсене ҫуллен паллӑ драматург А.С. Чебанов ячӗллӗ преми парса чыслать. Премие кӑҫал "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ, 5 кӗнеке авторӗ Ирина Трифонова, ҫар ветеранӗсен регионсем хушшинчи "Рубеж" обществӑлла организацин Ульяновскри уйрӑмӗн ертӳҫи, 7 кӗнеке авторӗ Владимир Ярухин тата штатра тӑман авторӑмӑр Геннадий Карсаков тивӗҫрӗҫ.

Акатуйӑн чунӗ тем тесен те кӗрешӳре. Кӑҫал кавир ҫине Ҫӗпрел, Пӑва тата Ульяновск облаҫӗнчен 40 ытла кӗрешӳҫӗ тухрӗ. Темиҫе виҫе йывӑрӑшӗнчисен хушшинче пычӗ хӗрӳ ӑмӑрту. "Акатуй паттӑрӗ" ята тата тӗп парнене -такана-Матак ял каччи Алексей Шингарев ҫӗнсе илчӗ. Сӑмах май, пӗрремӗш хут мар. Алексей Шингарев кӗрешӳ спорчӗпе ачаран туслӑ, спорт мастерӗ.

Акатуй паттӑрӗ тӗп парнене -такана- йӑтса куракансен умӗн чыслӑн утса ҫаврӑнни Акатуйӑн кульминацийӗ пулчӗ.

Халӑха малалла Шупашкар артисчӗсем  Александр Сорокин, Оксана Степанова тата Денис Антипов  хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Ҫапла хаваслӑн иртрӗ район чӑвашӗсен тӗп уявӗ  кӑҫал.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #общество