Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Пурнăç йывăççи» проект салтак ăсатас йăласемпе паллаштарчӗ

Июлӗн 2-мӗшӗнче Хусанта Горький ячӗллӗ паркра «Пурнăç йывăççи» проект шайӗнче Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен салтак ăсатас йăлисене кăтартрӗç. Сакăр халăх – вырăссем, чăвашсем, тутарсем, кӗрешӗнсем, мăкшăсем, удмуртсем, марисем тата пушкăртсем – хăйсен йăли-йӗркипе паллаштарчӗ.

Площадкăра тимиçе зона ӗçлӗрӗ: наци çурчӗсем, мастер-классем, куравсем, музей экспоначӗсем тата концерт площадки.

Чăвашсен салтак ăсатас йăлисемпе, юрри-ташшипе Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлă ялӗнчи Марина Сапожникова ертсе пыракан «Сывлăм» (Росинка) ансамбль паллаштарчӗ. Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн пайташӗсем – Людмилăпа Ольга Криковасем – курма килекенсене салтака каякан çамрăк валли енчӗк (кисет) тума вӗрентрӗç.

Атăлçи халăхӗсем салтаксене пӗрле йӗре-йӗре ăсатрӗç, пӗрлех савăнса кӗтсе те илчӗç. Питӗ чуна тивмелле пулса тухрӗ.

Фестивале ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхине упраса хăварас енӗпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе  Хусан мэрийӗпе ТР Халăхсен ассамблейи пурнăçа кӗртет. Кăçал ăна  Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă.

Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многонациональность ДДН древо жизни обряды и традиции мэрия Казани народы Татарстана