Раççей – АСЕАН саммичӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Хусан декларацине йышăннă
Регионсен тинӗсри хăрушсăрлăхне вăйлатасси, вӗрентӳре пӗр-пӗрин чӗлхисене вӗренессипе курссем йӗркелесси, Раççейпе АСЕАН çӗршывӗсен культура çулталăкӗсене ирттересси тата ытти те кӗнӗ çак документа.
Хусанта иртекен Раççей – АСЕАН саммитăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тăватă документ йышăннă: Хусан декларацине, 2026 – 2030 çулсенче стратегилле партнерствăна пурнăçлассипе ӗç планне тата культурăпа энергетика облаçӗсенче пӗрле ӗçлессипе тунă заявленисем.
«2026 çулăн Хусан декларацийӗ: «Раççей – АСЕАН: тӗрлӗлӗхри пӗрлӗх – 35 çул пӗрле» çавăн пек çӗнӗ документăн тулли ячӗ. Вăл 16 пунктран тăрать. Ăна Раççей Федерацийӗпе АСЕАН çӗршывӗсен хутшăнăвӗсем 35 çул çитнине халалласа йышăннă.

Енсем туслă çыхăнусене, шанчăклă хутшăнусемпе пӗр-пӗрне хисеплессине малалла аталантарма тата Азипе Лăпкă океан регионӗсем, Инди океанӗпе Еврази кӗрекен региона тăнăçлă та çирӗп пуласлăхпа тивӗçтересси пирки калаçса татăлнă. Раççейпе АСЕАН уçă, инклюзивлă тата асеацентричнăй регионăн архитектури малашне те мирлӗ те хăрушсăрлăхсăр пурнăçа тытса пытăр тесе пӗрлехи интерессене çирӗплетессипе ӗçлеме килӗшсе татăлнă.
Унсăр пуçне малашне те ӗçлӗ хутшăнусене çӳллӗ шайра тытса пыма, çав шутра Раççейпе АСЕАН саммитне, Раççейпе АСЕАН патшалăхӗсен ют çӗршывсен министрӗсен тӗлпулăвӗсене ирттерессине те, калаçса татăлнă.

Çавăн пекех тинӗс хутшăнăвӗсене аталантарса тинӗсре хăрушсăрлăхпа стабильлӗ лару-тăру йӗркелеме, кимӗ-карапсен çӳревӗпе аэровӗçевсене ирӗклӗ тăвассине сӳтсе явнă. Документпа килӗшӳллӗн, халăхсен хушшинчи право çинче никӗсленнӗ тинӗс суту-илӗвне чăрмавсăр тăвасси, биотӗрлӗлӗх облаçӗнче тӗпчев ӗçӗсене вăйлатасси, тинӗс ресурсӗсемпе усă курасси, пиратсене тата кимӗ-карапсене хӗç-пăшалланса тапăнассине, шыв айӗнчи инфраструктурăна пӗтерессине хирӗç тăрасси пирки те нумай калаçнă.
Çӗршывсем регионсен биологи хăрушсăрлăхне çирӗплетесси пирки калаçса татăлнă, çав шутра информаципе коммуникаци технологийӗсемпе усă курса тунă транснационаллă преступнăçа хирӗç кӗрешессипе облаçри чи лайăх практикăсемпе ылмашăнма та интерес пуррине палăртнă.
Енсем малашне суту-илӳпе инвестици ӗçне анлăлатма, гуманитарилле тата çамрăксен ылмашăнăвне тӗрев пама, энергетикăпа апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗн, транспорта логистика, ял хуçалăх, цифровизаци, наукăпа технологисен, туризмпа инноваци производствин, культурăпа вӗрентӳ сферисенче тачă çыхăнса ӗçлемеллине çирӗплетрӗç. Вӗрентӳри çыхăнусене професси хатӗрленӗвӗн программисене анлăлатса, стипендисем парса, чӗлхе вӗренессипе курссем йӗркелесе вăйлатма шутланă.

Раççейпе АСЕАН çӗршывӗсен культура облаçӗнчи çыхăнăвӗсене аталантарассипе иртнӗ ларура енсем культура ылмашăнăвӗллӗ çыхăнусене çирӗплетесси пирки калаçса татăлнă. Çав шутра малашне Раççей – АСЕАН культура çулталăкӗсене ирттерессине те.
Сăнӳкерчӗк http://www.kremlin.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев