Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Раççейӗн чи хитре пики – Шупашкартан

Çак кунсенче Раççей хăйӗн чи хитре пикине суйланине хыпарлать Интерфакс. «Раççей пики - 2018» илем конкурсне çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 50 хӗр хутшăннă. Апрелӗн 14-мӗшӗнче Мускав çывăхӗнчи «Барвиха» Концерт залӗнче иртнӗ финал 18 çулти Шупашкар пикишӗн Юлия Полячихинашăн ӗмӗрлӗхе асра юлӗ. Мӗншӗн тесен шурă ылтăнпа хаклă чулсенчен ăсталнă тӗп коронăна...

Çак кунсенче Раççей хăйӗн чи хитре пикине суйланине хыпарлать Интерфакс. «Раççей пики - 2018» илем конкурсне çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 50 хӗр хутшăннă. Апрелӗн 14-мӗшӗнче Мускав çывăхӗнчи «Барвиха» Концерт залӗнче иртнӗ финал 18 çулти Шупашкар пикишӗн Юлия Полячихинашăн ӗмӗрлӗхе асра юлӗ. Мӗншӗн тесен шурă ылтăнпа хаклă чулсенчен ăсталнă тӗп коронăна шăпах вăл çӗнсе илнӗ. Тата 3 миллион тенкӗ укçан парнепе автомобиле те тивӗçнӗ вăл.

«Кавказская пленница» кинори пекех каласан, Юля чăнах та чиперкке кăна мар, студентка, спортсменка та. 2017 çулта шкула ылтăн медальпе пӗтернӗ, хальхи вăхăтра И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче журналиста вӗренет, 8 çул фитнес-аэробикăна çӳрет (çак спорт тӗсӗпе Чăваш Республикин сборнăйне кӗнӗ), бадминтонла вылять. Çав вăхăтрах модель пулса ӗçлеме те ӗлкӗрет.

Юлия Полячихина Раççей чысне «Тӗнче пики» тата «Тӗнче уçлăхӗн пики» пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗсенче хӳтӗлӗ. (Сăнӳкерчӗк youtube.comран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев