«РОСТКИ» форум Раççейпе Китайăн туслă хутшăнăвӗсене çирӗплетет
БРИКС саммичӗ иртсе кайнă хыççăн нумай та вăхăт иртмерӗ «Ростки: Россия и Китай — взаимовыгодное сотрудничество» халăхсен хушшинчи форум пуçланчӗ, вăл ноябрӗн 13-15-мӗшӗсенче иртет. Ӗç программи Г.Тукай ячӗллӗ паркра лăсăллă йывăç тӗммисене лартнинчен пуçланать кăçалхи форум. Ку ӗнтӗ мероприятин ятне тӳреммӗн палăртнисӗр пуçне ӗçлӗ хутшăнусен ăнăçлăхӗн, вӗсен ӳсӗмӗн символӗ те пулса тăрать. Йывăç тӗпӗсене лартнă акци Китай Халăх Республикин Хусанти Генеральнăй консулӗ Сян БО, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков хутшăннипе иртрӗ.
Тутарстан Халăхсен хушшинчи мероприятисем ирттерессипе Раççейӗн тӗп регионӗ пулса тăчӗ тени ӳстерсе калани мар. БРИКС саммичӗ иртсе кайнă хыççăн нумай та вăхăт иртмерӗ «Ростки: Россия и Китай — взаимовыгодное сотрудничество» халăхсен хушшинчи форум пуçланчӗ, вăл ноябрӗн 13-15-мӗшӗсенче иртет.
Пӗлтӗр вăл пуçласа сентябрь уйăхӗнче иртнӗччӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов йышăнăвӗпе ăна çулленхи ӗç планне кӗртнӗ. Раççейпе Китайсăр пуçне тата мӗнле çӗршывсемшӗн вăл интереслӗ? Ӗç программине мӗн кӗнӗ? Тутарстаншăн мӗн енӗпе усăллă? Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатрӗç ноябрӗн 12-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра.
Спикерсен шутӗнче ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина, Китай Халăх Республикин Хусанти Генеральнăй консулӗ Сян Бо, культура министрӗ Ирада Аюпова, ТР Раисӗн Пулăшуçи Олеся Балтусова, промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Герман Лернер, строительство, архитектура тата кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Владимир Кудряшев пулчӗç.
Талия Минуллина пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи форума 10 пин çын регистрациленнӗ, пӗлтӗр — 7 пин.
«Хутшăнакансен шучӗ ӳснине куратпăр кăçал. Пӗлтӗр Раççей Федерацийӗн 57 субъекчӗ пирӗн пата килнӗ пулсан, кăçал 69-шӗ регистрациленнӗ. Форум пуçланиччен ку цифра улшăнма та пултарать. Китай енчен те ӳсӗм пур. Пӗлтӗрхи 14 административлă йӗркеленӳ вырăнне 26-шӗ килме турӗç. Пӗлтӗр Синьцзян-Уйгур автономи районӗнчен Правительство шайӗнчи пысăк делегаци килнӗччӗ. Кăçал правительство делегацийӗсем улттă таранах», — терӗ Агентство ертӳçи. Талия Минуллина сăмахӗпе Тутарстанпа Китай регионӗсем хушшинчи туслă çыхăну çирӗпленсех пырать. БРИКС саммитне Китай Халăх Республикин Председателӗ Си Цзиньпин килсе кайнине пысăка хурса çакă та икӗ енлӗ хутшăнусене çӗнӗ шая кăларнине палăртрӗ.
Китайăн генеральнăй консулӗ Сян Бо та ун сăмахӗсене çирӗплетсе Китайпа Тутарстанăн ӗçлӗ хутшăнăвӗсем лайăх аталанса пынине тавар çаврăнăшӗ ӳсни те кăтартнине палăртрӗ, 2023 çулта вăл 3 миллиард долларпа танлашнă.
Санкцисем айне пулас темеççӗ
«Ростки» форумăн ӗç кăтартăвӗсене пурте куратпăр. Китайăн Ют çӗршывсен ӗçӗсен министерстви, Китайăн вырăнти власть органӗсем те, Раççейри посольстви те форума пысăк хак параççӗ. Кăçалхи мероприятие Синьцзян-Уйгур делегацийӗсӗр пуçне Цзилинь, Хунань, Сычуань, Шаньси провинцийӗсенчен, Чунцин хулинчен килни пысăк пӗлтерӗшлӗ«, — терӗ Сян Бо.
Мӗн енӗпе усă кӳрет-ха форум? Сăмах май, пленарлă ларупа секци ӗçӗсемсӗр пуçне культура, спорт енӗпе те анлă программа хатӗрленӗ. Ку эрнере хусансен китайсен чей церемонийӗпе, «Мир» кинотеатрта Китай киновӗсемпе, С. Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче китайсен кӗвви-çеммипе «Сарă аист» фестивале хутшăнса паллашма май пулать.
Паллă ӗнтӗ, форум ӗçӗ экономика аталанăвӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр акă 21 ӗçлӗ килӗшӳ тунă. Кăтарту пур-и вӗсен? Анăç санкцийӗсем хутшăнусене аталанма кансӗрлемеççӗ-и? Çак ыйту интереслентерчӗ пирӗн журналиста.
Талия Минуллина сăмахӗпе, кăтарту пур. Вăл икӗ енлӗ хутшăнусенчи суту-илӳ ӗçӗсене, республикăри инвестицилле климата самай лайăхлатнă. «Килӗшӳсен шайӗнче пурнăçланакан ӗçсем анлă публика валли мар, чи малтан вăл партнерла хутшăнусене пырса тивет. Кăçал 25 килӗшӳ хатӗрлесе панă йӗркелӳ комитетне. Анчах паянхи лару-тăрăва шута илсе вӗсем хупă форматпа, шăплăх режимӗпе иртеççӗ. Пурте пӗлетӗр, паян тӗрлӗ йывăрлăхсем пур, çав шутра валюта операцийӗсемпе те, санкцисен пусăмӗ те ниçта та çухалман. Санкци списокне кӗмен компанисем — вӗсем Раççейӗн те, Китайăн та пур — унта лекесрен хумханса ӗçлӗ килӗшӳсене хупă режимра ирттереççӗ. Çавăнпа вӗсем пирки пӗлтерни корректлă мар пулӗччӗ, — ăнлантарчӗ Талия Минуллина. Ун сăмахӗпе, пӗр экономика енчен кăна пăхмалла мар форум çине. Вӗрентӳ сферинчи хутшăнусем самай пысăк шая тухнине палăртса хăварчӗ. Хусан Федераллă университет Китайри аслă шкулсемпе тачă çыхăнса ӗçлет. Студентсемпе ылмашăнасси аван пурнăçланса пырать. Паллах ӗнтӗ культура енӗпе хутшăнусем лайăх аталанса пыраççӗ. «Уйрăммăн шкул вӗрентӗвӗпе муниципалитетсен хушшинчи ӗç йӗркеленсе кайнине палăртса хăвармалла. Хусанти муниципаллă вӗрентӳ уйрăмӗ лайăх ӗçлерӗ. Вӗсем Китай хулисенчен хăйсен ӗçтешӗсене, шкул директорӗсемпе вӗрентекенсене чӗнсе илнӗ. Шкул вӗрентӗвӗпе уйрăм секци пулать», — асăрхарӗ Агентство ертӳçи. Логистика енӗпе те пӗрлехи проектсем интереслентернине палăртрӗ спикер.
Китай чейӗ тата чак-чак
Форумăн ӗç программи питӗ те анлă кăçал. Промышленноçпа производство, бизнес, вӗрентӳ, культура, туризм, социаллă тытăм, информаци технологийӗсем, çамрăксен ӗçӗсем, ял хуçалăх сферисемпе çыхăннă секцисем кăна 70-яхăн иртмелле.
Хаçат тухнă кун форумăн тӗп мероприятийӗ «Раççейпе Китай глобальлӗ экономика вăййинче» ятпа пленарлă лару иртет. Спикерсен шутӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ Правительство Председателӗн çумӗ Александр Новак, РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин Председатель çумӗ Александр Бабаков, РФ Президенчӗн Канашçи Игорь Левитин, Цзилинь провинцин вице-кӗпӗрнаттăрӗ Лян Жэньчже, Чунцинь хулан Халăх представителӗсен Пухăвӗн яланхи комитечӗн парти ушкăнӗн секретарь çумӗ Чжан Мин тата ыттисем.
«Ростки» форумăн тӗп мероприятийӗсен шутне паллах çӗршывсен суту-илӳпе экономика хутшăнăвӗсене халалланă Russia China Expo курава уçни кӗрет. Çак кунсенче унта Китайра туса кăларнă 20 автомобильпе тест-драйв ирттерсе паллашма май пулать. Паллах, Раççейпе Китай компанийӗсен тӗрлӗ таварӗпе тата продукцийӗпе.
БРИКС хыççăн уйрăмах чапа тухнă чак-чак валли те вырăн пулать Казань экспон анлă павильонӗсенче. Талия Минуллина палăртнă тăрăх, хăнасене Coffee Tea Cacao Russian Expo куравра (ăна Мускавран илсе килеççӗ) чак-чакпа тата тутар чейӗпе сăйлаççӗ. Асăннă куравра виçӗ чей площадки пулать — китайсен, вырăссен тата тутарсен.
Культура программинче — «Иакинф» балет
Ирада Аюпова культура программипе паллаштарчӗ. Хăй сăмахне вăл Китайпа Раççей хушшинче ӗлӗкрен туслă çыхăнусем йӗркеленнине Никита Бичурин çинчен аса илсе пуçларӗ. Тӗрӗссипе, шăпах çак чăваш çынни, архимандрит Китая тӗнчешӗн уçнă темелле. Ăна сума суса «Иакинф» балета форумăн культура программине кӗртнӗ. Ку, паллах, пире савăнтарать. «Культура программи анлăшӗпе ӗçлинчен нимпе те кая мар. РФ Президенчӗ Владимир Путин 2024-2025 çулсене Раççейпе Китай культурисен хире-хирӗçле çулталăкӗ тесе палăртрӗ. Çавна май пӗрлехи мероприятисем çулталăк тăршшӗпех питӗ нумай иртеççӗ. Хусан патшалăх консерваторийӗнче Китайăн 200 яхăн студенчӗпе аспиранчӗ вӗренет. „Сарă аист“ фестиваль шăпах вӗренӳри çыхăнусене кăтартса парать те», — терӗ министр.
Герман Лернер 2023 çулта Китайпа Тутарстанăн тавар çаврăнăшӗ пӗлтӗр 3 миллиард доллартан иртнине, кăçалхи çур çулта 1,5 миллиардпа танлашнине, республика ертӳçи КХР Председателӗпе тӗл пулнин пӗлтерӗшне, Р. Минниханов кӗçех каллех Китая каяссине, Хусан — Шанхай тӳрӗ авиарейс уçăлнине палăртса хăварчӗ. Ун сăмахӗпе, çак логистика маршручӗ Тутарстанпа Китайăн ӗçлӗ хутшăнăвӗсемшӗн питӗ те пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать.
Форум кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленӳ çук. Вăл çӗршывсен геополитикăри вырăнне самай çирӗплетме май паракан инструмент. 70 ытла секци, 25 ӗçлӗ килӗшӳ, пленарлă ларăвăн резолюцийӗ... Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тума пулать кунта? Ун пирки çитес номерте тӗплӗнрех çырса пӗлтерӗпӗр.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк https://prav. tatarstan. ru тата https://russiachinaforum2024.tass.photo сайтсенчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев