Рустам Минниханов Çӗнӗ çулпа саламлать
Патшалăхпа обществăн тухăçлă çыхăнăвӗ, граждан институчӗн аталанăвӗ, наци политики, тӗн пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну – пирӗн çитӗнӗвӗн никӗсӗ
Патшалăхпа обществăн тухăçлă çыхăнăвӗ, граждан институчӗн аталанăвӗ, наци политики, тӗн пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну – пирӗн çитӗнӗвӗн никӗсӗ. Патшалăх влаçне халăх мӗнле хак панине ТР Патшалăх Канашӗн суйлавӗ çирӗплетрӗ. Парламентăн халăх сасăлавӗн пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх йӗркеленнӗ çӗнӗ йышӗ граждансене тивӗçлӗ пурăнма, ирӗккӗн аталанма условисем туса парас тӗллевпе закон кăларас ӗçе хастар пуçăнчӗ. Тутарстансене меллӗ тавралăхпа тивӗçтерме республикăра «Пирӗн картиш» çӗнӗ проект пуçланчӗ. Унпа килӗшӳллӗн, çитес 3 çулта нумай хваттерлӗ çуртсен картишӗсене хăтлăх кӗртӗç.
Кашни çыншăн хаклă Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейне хатӗрленсе уявлас ӗçе тутарстансем хастар хутшăнасса шанатăп. Тутар АССРӗн 100 çулхи юбилейӗ те тӗп тимлӗхре пулӗ. Çитес çул пире обществăпа политикăн пӗлтерӗшлӗ пулăмӗ – муниципаллă йӗркеленӳсене депутатсен тата Тутарстан Республикин Президенчӗн суйлавӗ кӗтет.
Иртсе пыракан çул пире пысăк çитӗнӳсемпе савăнтарсан та татса паман ыйтусем те юлчӗç-ха. Анчах шанатăп, эпир пӗрле татса парайман йывăрлăх çук. Пӗрлӗх, оптимизм, хамăр вăя шанни – акă мӗн хистет Тутарстана малалла ăнтăлма, аталанăвăн çӗнӗ майӗсене уçма.
Хисеплӗ туссем, малалла та çак çулпа утар. Çӗнӗ çулта пире пурне те ăнтăр. Сире, çемйӗрсене, тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене телей, тăнăçлăх, ăнăçу сунатăп! Çӗнӗ çул ячӗпе!
Тутарстан Республикин Президенчӗ Р.Н. Минниханов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев