Рустам Минниханов ӗçпе Египета кайнă
ТР Раисне Каирти халăхсен хушшинчи аэропортра республика ертӳçине çӗршывӑн промышленность министрӗ Халед Хашем Махер тата Раççейӗн Египетри ӗçӗсен шаннă çынни Юрий Матвеев кӗтсе илнӗ.
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов Египета ӗçлӗ визитпа çитнӗ, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Каирти халăхсен хушшинчи аэропортра республика ертӳçине çӗршывӑн промышленность министрӗ Халед Хашем Махер тата Раççейӗн Египетри ӗçӗсен шаннă çынни Юрий Матвеев кӗтсе илнӗ.
Рустам Минниханов хăйне ăшшăн кӗтсе илнӗшӗн министра тав туса: «Çак çулçӳрев пирӗн ӗçлӗ хутшăнусене çирӗплетессе шанатăп», – тенӗ.
Египетра пулнă хушăра Рустам Минниханов тӗрлӗ объектсене çитсе килме тата ӗçлӗ тӗлпулусем ирттерме палăртса хунă.
Чи малтан вăл Каирта уçăлнă Хусанти (Атӑлçи) федераци университечӗн филиалне çитсе курнӑ.
Объект медицина комплексӗн территорийӗнче вырнаçнӑ. Унӑн лаптӑкӗ 10 пин тӑваткал метрпа танлашать. Студентсене кунта 2023 çулта вӗренме илме пуçланă. Профессорсемпе преподавательсен йышӗ -214 çын. Вӗсен шутӗнче КФУ пӗтернисем те, Раççейпе Египетăн ертӳçӗ университечӗсенче вӗреннисем те пур.
Филиалта студентсем «Сиплев ӗçӗ», «Стоматологи» тата «Фармаци» специальноçсемпе вӗренеççӗ. Пурӗ 2023 студент. Çывӑх вӑхӑтра «Искусственнӑй интеллект» тата «Физиотерапи» факультечӗсене уçма хатӗрленеççӗ.
Рустам Минниханов вӗренӳ корпусӗсене пăхса çаврăннă, вӗрентӳ системипе паллашнă. ТР Раисӗ Каирти КФУ филиалӗн ӗçне пысăк хак панă. «Эсир ӗçе мӗнле йӗркелемелли енӗпе ырă тӗслӗх кӑтартатӑр», – палӑртнă вăл.
Сăнӳкерчӗк https://rais.tatarstan.ru/ сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев