Рустам Минниханов мартăн 8-мӗшӗ умӗн пултаруллă хӗрарăмсене патшалăх наградисемпе чысларӗ
Награда илнисен хушшинче икӗ чăваш хӗрарăмӗ – Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн заведующийӗ, нумай ачаллă анне Наталия Клементьева тата Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ял хутлăхӗн ертӳçи Елена Алексеева пулни уйрăмах савăнтарать.
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн пултаруллă хӗрарӑмсене патшалӑх наградисемпе чысланине пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.
«Тӑван çӗршыва хӳтӗлессине харпăр мисси тесе йышăннă хӗрарӑмсене чун-чӗререн тав сӑмахӗ калас килет. Унта пулнӑ хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗн тӑванӗсем – мӑшӑрӗсем, ывӑлӗсем, тӑванӗсем, çывӑх çыннисем ятарлӑ çар операцине хутшӑнаççӗ. Сирӗн чӗре ӑшши, шанчӑклӑ тылпа тивӗçтерни пирӗн атьсемшӗн тӗп тӗрев пулса тӑрать, çӗнтерӗве шаннине вăйлатать», – тенӗ Рустам Минниханов.
Вӑл Тутарстан малашне те СВО хутшăннисене тата вӗсен çемйисене пулӑшса пырасса шантарчӗ.
«Пирӗн салтаксем – паянхи кун паттăрӗсем. Вӗсем Аслӑ Главнокомандующи Владимир Владимирович Путин хушнипе хӑйсен çар тивӗçне паттӑррӑн пурнӑçлаççӗ», – палăртнă республика ертӳçи.

Награда илнисен хушшинче волонтерсем йышлă пулнине палăртмалла. Рустам Минниханов вӗсене çак кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ, ырми-канми ӗçшӗн чӗререн тав турӗ.
«Эсир пулăшнипе çынсен шӑписем улшӑнаççӗ, пӗр-пӗрне пулӑшасси, çынлăха шанни вăй илсе пырать».
Награда илнисен шутӗнче нумай ачаллӑ аннесем те пур. Республика ертӳçи вӗсене те нумай ырă сăмах каларӗ.
«Эсир тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсене ӳстернӗ, ывӑлăрсем Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулне суйланӑ тӗлӗнмелле хӗрарӑмсем. Анне паттӑрлӑхӗшӗн, сирӗн иксӗлми вăй-халпа ăс-хакăлшăн пысăк тав», – тенӗ Рустам Минниханов.

Награда илнисен хушшинче икӗ чăваш хӗрарăмӗ – Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн заведующийӗ, нумай ачаллă анне Наталия Клементьева тата Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ял хутлăхӗн ертӳçи Елена Алексеева пулни уйрăмах савăнтарать. Иккӗшин те ывăлӗсем СВОра паян. Елена Николаевна та, Наталия Николаевна та активлă обществăлла ӗçченсем, волонтерсен юхăмӗн активисчӗсем. Гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе йӗркелесе ертсе пыма та ӗлкӗреççӗ. Наталия Клементьевана Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов «Анне мухтавӗ» медальпе, Елена Алексеевана активлă граждан позицийӗшӗн, гуманитари проекчӗсен пурнăçланăвне тата волонтер юхăмӗн аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн ТР Раисӗн Тавӗпе чысланă. Саламлатпăр вӗсене!
Патшалăх наградисене пӗтӗмпе 43 хӗрарӑм тивӗçнӗ. Вӗсен хушшинче «Тӑван Çӗршыв хӳтӗлевçисем» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Гузель Удачина, С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗн директорӗ Инга Новикова, «Сила в единстве» пӗрлӗх волонтерӗ Алсу Муллахметова, кӗмӗл волонтер Татьяна Самойленко тата ыттисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев