Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов Раштав уявӗнче хăрушсăрлăх йӗркисене çирӗплетме каланă

Республика ертӳçи юлнă çӗнӗ çул уявӗсене тата Раштава çӳллӗ шайра тата хăрушсăрлăх мерисене шута илсе ирттерме хушнă, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.

Кӗçех православипе пурăнакансем чи пысăк праçниксенчен пӗрне – Раштава паллă тăваççӗ. Çӗнӗ стильпе январӗн 6-мӗшӗнчен 7-мӗшне Иисус Христос çуралнине кӗтсе илетпӗр. Кун пирки ТР Правительствин йăлари шăматкунри ларăвӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов та асăнса хăварнă. Республика ертӳçи юлнă çӗнӗ çул уявӗсене тата Раштава çӳллӗ шайра тата хăрушсăрлăх мерисене шута илсе ирттерме хушнă, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.

Рустам Минниханов Çӗнӗ çула палăртасси хуласемпе районсенче пысăк инкексемсӗр иртнине каланă. Анчах январӗн 1,2-мӗшӗсенче пулса иртнӗ тăшмансен беспилотникӗсен атакисем пăлхантармасăр мар. Республика ертӳçи çар çыннисен тивӗçлӗ ӗçӗ тата объектсене хатӗрлессипе йышăннă мерăсен эффективлăхӗ çак хăрушлăха самай пӗчӗклетме пултарнине ырласа палăртнă.

Çавна май вăл Раштавра уйрăмах хăрушсăрлăха ӳстермеллине каланă. Мӗншӗн тесен çак кун чиркӳсене нумай çын пуçтарăнать. Вăл вырăнти администрацисене, Тутарстан митрополине йӗрке сыхлакан органсемпе тата МЧСпа пӗрле обществăлла йӗркене тата пушар хăрушсăрлăхне ӳстерме хушнă.

Майпа усă курса Рустам Минниханов православи çыннисене çывхарса килекен уявпа саламланă.

Малашлăх приоритечӗсене палăртса республика ертӳçи тӗп вырăнта обществăлла политика, нацисемпе конфессисен килӗшӗвӗн  çирӗплӗхӗпе çӗршыв хăрушсăрлăхӗ пулнине палăртнă.

Вăл экономика аталанăвӗн  хăвăртлăхне  ӳстерме, граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тӗллевпе Федерацин тата республика программисене малашне те ăнăçлă пурнăçласа пыма каланă.

Сăнӳкерчӗк ТР Раисӗн пресс-службин.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ