Рустам Миннихановшăн суйлавра тутарстансен самай ытларах пайӗ сасăланă
ТР Раисӗн суйлавӗнче пурӗ 4 кандидатураччӗ. Рустам Минниханов («Единая Россия») – 88,09, Хафиз Миргалимов (КПРФ) – 4,97, Виталий Смирнов («Российская партия пенсионеров за социальную справедливость») – 1,9, Руслан Юсупов (ЛДПР) 4,2 процент сасă пуçтарнă.
Ӗнер Тутарстанра ТР Раисӗн суйлавӗ иртрӗ. Кăтартусене пӗтӗмлетес пулсан тутарстансем хăйсен пуласлăхне малашне те Рустам Миннихановпа çыхăнтараççӗ.
Çак çулсем хушшинче Рустам Минниханов вăйлă лидер пулнине ӗçпе пӗрре кăна мар çирӗплетрӗ. Республика Раççейре нумай енӗпе малта пырать. Республика лидерӗ регионсен ертӳçисен рейтингӗнче ялан чи çӳллӗ йӗркере. Тӗнчери вырăнӗ те унăн пӗлтерӗшлӗ.
Хусанта халăхсен хушшинчи шайри мероприятисем ирттерни те унăн тата çирӗп командăн тивӗçӗ. Тутарстан паян Раççейӗн тӗрев регионӗсенчен пӗри. Унăн пур енлӗ аталанăвӗ тӳреммӗнех Рустам Миннихановпа çыхăннă. Çавăнпа суйлавра мала тухнинчен тӗлӗнмелли çук.
Сентябрӗн 15-мӗшӗнчи ирхи кăтартусемпе сасăлава суйлавçăсенчен 77,01 проценчӗ хутшăннă. Суйлав тӗрӗс те уçă иртнине сăнавçăсем çирӗплетеççӗ. ТР Тӗп суйлав комиссийӗпе участоксенчи комиссисем сăнавçăсене мӗнпур кирлӗ условисемпе тивӗçтернӗ.
Суйлавăн тӗп пӗтӗмлетӗвӗ – тутарстансем пысăк активлăх кăтартни. Çапла май вӗсем хăйсен граждан позицине палăртнă. Ку республикăра пурăнакансем хăйсен пӗрлехи ӗçне хакланине те кăтартса парать. Вăйлă экономика, шанчăклă социаллă хӳтлӗх, нацисемпе конфессисен хушшинчи туслă çыхăнусем – çаксем пурте пӗрлехи çитӗнӳсем.
ТР Раисӗн суйлавӗнче пурӗ 4 кандидатураччӗ. Рустам Минниханов («Единая Россия») – 88,09, Хафиз Миргалимов (КПРФ) – 4,97, Виталий Смирнов («Российская партия пенсионеров за социальную справедливость») – 1,9, Руслан Юсупов (ЛДПР) 4,2 процент сасă пуçтарнă.
Каламасăрах паллă – Рустам Минниханов лидер. 5 çул каяллахи кăтартупа танлаштарсан ăна ытларах шанма пуçлани палăрать. Ун чухне Рустам Миннихановшăн суйлавçăсенчен 83,28 проценчӗ сасăланă. Ку республика ертӳçин авторитечӗ юлашки çулсенче самай ӳснине кăтартать. Ку цифрăсем Тутарстан лидерӗ тӗрӗс те виçеллӗ, стратегилле пысăк пӗлтерӗшлӗ йышăнусемпе утăмсем тума пултарнине, çынсене ăнланма тата илтме пӗлнине кăтартать.
Сăнӳкерчӗксем: Владимир Васильев («Татар-информ»), Ирина Трифонова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев