Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Санкт-Петербург Раççей чăвашӗсене кӗтет!

Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Раççей чăвашӗсем тăван чӗлхене сыхласа хăварассипе çыхăннă çивӗч ыйтусене пăхса тухма хатӗрленеççӗ. Çак тӗлӗшпе Санкт-Петербург хулинче «Актуальные вопросы сохранения и развития чувашской культуры как важной части общероссийской культуры» çавра сӗтел иртет. Унта онлайн та, офлайн та хутшăнма май пур.

Мероприятие Санкт-Петербург тата Ленинград облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗ Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентствипе пӗрле йӗркелет. Çавра сӗтеле Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн ертӳçи, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, Чăваш Енри вӗрентӳ тата культура учрежденийӗсен представителӗсем, Раççей регионӗсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ.Тӗлпулăвăн культура программинче паллă ученăйăн Н. Я.Бичуринăн вилтăпри çине чачек хурасси те пулӗ.

Мероприяти Санкт-Петербургри Халăхсен Туслăх Çурчӗн конференц-залӗнче (Санкт-Петербург хули, Потемкинская урамӗ, 2-мӗш çурт) ирхине 10 сехетре пуçланать.Онлайн мелӗпе ZOOM платформинче https://us02web.zoom.us/meeting/register/tZcpduqrrTIpHNLsSz-Y3rBJE1cgx-yRoqln ссылкăпа кӗрсе хутшăнмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России