Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сиктӗрмере иртекен республика шайӗнчи Уявра Алексей Московские, Вячеслав Христофорова кӗтеççӗ

Ку вырсарникун Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче чăваш культурин республика Уявӗ пулать. Унта кăçал та Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан чăвашсем килме тивӗç, халăх ансамблӗсемпе фольклор ушкăнӗсем, чăваш эстрада çăлтăрӗсем хутшăнмалла.

Ку вырсарникун Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче чăваш культурин республика Уявӗ пулать. Унта кăçал та Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан чăвашсем килме тивӗç, халăх ансамблӗсемпе фольклор ушкăнӗсем, чăваш эстрада çăлтăрӗсем хутшăнмалла. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗç. Унта ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, Элкел муниципаллă район пуçлăхӗн социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Мария Платонова, Элкел районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Расимя Гайфуллина, Уявăн режиссерӗ Сильвия Чаркина, ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев хутшăнчӗç. Тӗлпулăва «Татар-информ» ӗçченӗ Наиль Селиванов ертсе пычӗ. 

Ку çулта наци праçникӗсемпе çыхăннă пресс-конференцисене творчествăлла номертен пуçласси йăлана кӗчӗ. Чăвашсен культурипе Софияпа Стефания Чаркинасен дуэчӗ «Пире тăван кӗтсе тăрать» юрă юрласа паллаштарчӗç. 

— Уяв ытти наци праçникӗсенчен уйрăлса тăрать, вăл хайнеевӗр. Кунта çавна палăртса хăварас килет, юлашки çыравпа чăвашсем республикăра 90 пин ытла, шучӗпе вӗсем виççӗмӗш халăх. Республикăра 100-е яхăн творчествăлла ушкăнсем йӗркеленнӗ, çавсенчен 21-шӗ халăх ансамблӗ ята тивӗçнӗ. Чăвашсен наципе культура автономийӗ те активлă ӗçлет. Пӗлтерӗшлӗ организаци вăл республикăшăн, — терӗ министр çумӗ Дамир Натфуллин. Малалла Уяв историйӗпе паллаштарса Сиктӗрме Уяв ирттерме пур енчен те меллӗ вырăн пулнине, унăн инфраструктури хăнасене йышăнма хатӗррине палăртрӗ. 

— Кашни çул Уява нумай хăна килет, кăçал та 15 пинрен кая мар пулӗ тетпӗр. Ульяновск, Самара, Пенза облаçӗсенчен, Чăваш Ен, Пушкăртстан Республикинчен килмелле. Çуллахи черетлӗ кану кунӗсене чăвашсен Уявӗнче ирттерме, чăвашсен пуян культурипе паллашма май пур, — терӗ Дамир Натфуллин. 

Мария Платонова Элкел районне Уяв ирттерме шанни пысăк чыс тесе палăртрӗ. 
— Хатӗрленӳ ӗçӗсем хӗрӳ пыраççӗ ку вăхăтра. Тема енчен тӗрлӗ площадкăсем ӗçлӗç кăçал та. Чи малтан «Уяв пики» пултарулăхпа илем конкурсӗ пирки каласа хăварас килет, вăл праçник илемӗ. Литература фестивалӗ те пулатех, — терӗ Мария Платонова культура программипе паллаштарса. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, СССР паркӗнче «Сухапуçран пуçласа космос ракети таран» музей уçăлать. Район пуçлăхӗн çумӗн сăмахӗпе, ку пурне те интереслӗ пулмалла. 
— Уяв Сиктӗрмери туризм комплексӗн территорийӗнче иртет. Пирӗн инвестор Иван Иванович Казанков тăрăшнипе комплекс çуллен улшăнса пырать, ялан мӗнле те пулин çӗнӗ объектсен строительстви пырать. Курмалли пайтах пулӗ кăçал та, — терӗ Мария Андреевна. 

Сильвия Чаркина вăрттăнлăха кăштах уçса Уяв прологӗпе паллаштарчӗ. Тӗп тимлӗхре кăçал паллă ӗнтӗ — çемье. РФ Президенчӗн йышăнăвӗпе кăçал Çемье çулталăкне палăртатпăр. Çавна май пролог йăлт çемье пурнăçӗн тӗрлӗ тапхăрӗпе — çемье çавăрнинчен пуçласа ача çуралса ăна ӳстерсе, салтака ăсатса мăшăрлантарса пурнăç йӗркелеме пулăшни таран, çыхăнӗ. 
— Пирӗн тӗп тӗллев хамăрăн йăла-йӗркесене çамрăксене парса хăварасси. Вӗсене чăваш культурипе интереслентерес тӗллевпе йăла-йӗркесене кăштах хальхи чӗлхепе, ăнланмалла форматпа çитерме тăрăшатпăр«, — терӗ Уяв режиссерӗ. Сильвия Чаркина сăмахӗпе, Уява Алексей Московский, Фарида, Вячеслав Христофоров килмелле. 

Константин Малышев хăй сăмахне республика ертӳçисене чăваш культурине аталантарасси енӗпе тӗрев панăшăн тав тунинчен пуçларӗ. ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комисси пулăшнипе чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» литература кăларăмӗ, ача сачӗсем валли «Пӗчӗккисен кӗнеки» методика пособийӗ тухнине асăнса хăварчӗ. 
— Комисси пулăшнипех чăваш çамрăкӗсен «Аталан» фестивалӗ иртет — Сиктӗрмере. Вăл 4 куна пырать — июлӗн 4-7-мӗшӗсенче. Вӗрентӳ проекчӗ вăл, унта чăваш культурипе паллаштарăпăр çамрăксене. Ман çакна калас килет, ТР Раисӗ Рустам Минниханов пӗррехинче чăвашсен Уявӗ вăл — Тутарстан бренчӗ тесе каланăччӗ. Пирӗн тивӗç çак сăмахсене тӳрре кăларса Уява тивӗçлӗ ирттересси", — терӗ тӗлпулăва пӗтӗмлетсе Константин Малышев. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура