Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Сильва Никандровна РАФИКОВА февралӗн 1-мӗшӗнче 70 çул тултарать

Хаклă çыннăмăр, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Сильва Никандровна РАФИКОВА февралӗн 1-мӗшӗнче 70 çул тултарать. Юратнă аннемӗр ӗмӗр тăршшӗпе – 50 çул хушши – шкулта ӗçленӗ.

Юратнă аннене, асаннене, кукамая сумлă юбилей ячӗпе ăшшăн саламласа тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр. Кун-çулу лăпкă та вăрăм, утас çулу такăр, çутă пултăр. Мӗн шутлани пурнăçлансах пытăр. Ачусемпе мăнукусен юратăвӗ хавхалану кӳтӗр сана. Чунупа яланах çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр нумай çул тăван кил ăшшине упраса пурăн. Тавах сана пире юратнăшăн, пулăшнăшăн, ырă сӗнӳсем парса хавхалантарнăшăн. Эсӗ пирӗншӗн кил ăшши, хӗвел çути.
Çуралнă кун сан, юбилей,
Чунтан сунар эппин телей.
Телей вăл – сывлăх, ăнăçу,
Сан пурнăç пултăр пыл та çу.
Ывăлӗ Владислав тата кинӗ Оксана, ывăлӗ Вячеслав тата кинӗ Оксана, хӗрӗ Алина тата кӗрӳшӗ Денис, мăнукӗсем – Анна, Владислав, Матвей, Серафима, Димитрий, Амелия, Давина, Иван.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев