Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Слакпуçӗнче Константин Иванов çуралнăранпа 136 çул çитнине паллă тунă

Иртнӗ эрнекун Пелепей районӗнчи Слакпуç ялӗнче чăваш литературин классикӗ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 136 çул çитнине халалланă уяв иртнӗ. Мероприятие Раççей регионӗсенчен, Пушкăртстанри тӗрлӗ районсемпе хуласенчен хăнасемпе пултарулăх коллективӗсем пуçтарăннă. Кун пирки «Урал сасси» хаçат пӗлтерет.

К.В. Ивановăн музей-çурчӗ умӗнче мероприятие хутшăнакансене Слакпуç ял хутлăхӗн  пуçлăхӗ Ольга Егорова, «Сильби» вокал ансамблӗ кӗтсе илнӗ.

2025 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Слакпуç шкулне чăваш поэзийĕн классикĕн ятне парасси çинчен калакан ПР Правительствин 613№ постановленийĕ тухнă. Константин Ивановăн çуралнă кунне халалланă мероприятире çак йышăнăва çирĕплетекен асăну хăмине чаплă лару-тăрура уçнă.  Уяв хăнисене çак паллă пулăмпа Пелепей муниципаллă район Канашĕн секретарĕ Марат Садыков, Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕн ертӳçи, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономийĕн ертӳçи Виталий Викторов, Пелепей районĕнчи Слакпуç шкулĕн директорĕ Ольга Иванова ăшшăн саламланă.

Хăнасем çавăн пекех К.В.Ивановăн Çурт-музейӗнче те пулнă, унта Ольга Андреева экскурсовод вӗсене поэтăн биографийӗпе тата литература эткерлӗхӗпе паллаштарнă. Ун хыççăн хăнасем музей çуртне хирĕç вырнаçнă паркра Константин Иванов вил тăприйĕ тата палăкĕ умĕнче пуç тайса чечексем хунă. Çакăн хыççăн мероприятие хутшăнакансем Нарспи çăлĕ патне  утнă.

Мероприятин тепĕр пайӗ Слакпуç ялĕнчи культура çуртĕнче «Санра чăвашăн иксĕлми таланчĕ» ятпа иртнӗ. Унта çӳлерех асăннă хăнасемсĕр пуçне Мускавра 1980 çулта иртнĕ Олимп вăййисен призерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерĕ Сергей Корнилаев, Ульяновск облаçĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Бабайкин тата унăн çумĕсем Артем Федоровпа Юрий Волынщиков, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Туслăх çурчĕн регионсемпе ĕçлекен пай ертӳçи Владимир Тяпкин, Оренбург облаçĕнчи Грачевка районĕнчи ЧНКА пуçлăхĕ Николай Рыбаков, Çтерлĕ хулинчи ЧНКА председателĕ Оксана Федорова, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертӳçи Иван Павлов, Пушкăрстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Пелепей тăрăхĕнчи ЧНКА преседателĕ Владимир Яковлев, Слакпуç ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ольга Егорова хутшăннă. Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Николай Гаврилов Константин Ивановăн пултарулăхĕпе кун-çулĕ пирки «Çын пултаруллă пулсан унăн ӳсĕмĕ пĕлтерĕшсĕр» тесе пӗлтернӗ. Унсăр пуçне Николай Федорович чăваш культурине аталантарассишĕн тăрăшакансене, уява йĕркелесе ирттерекенсене Тав çырăвĕ парса чысланă.

Сăнÿкерчĕксем Е. Петрован тата  Ю.Михайловăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России Константин Иванов чувашские поэты Николай Гаврилов