Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Суйлава 3,4 пин ытла кандидат регистрациленнӗ

Тутарстанра муниципаллă депутатсен суйлавне хутшăнма 3437 кандидат регистрациленнӗ. Регионта 7531 çын депутат мандатне илме пултарать. Кун пирки Республикăри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев Хусанти «Точка выбора» информаци центрӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ.

«Единая Россия» партирен 1900 ытла, кандитатурăна хăй тӗллӗн тăратнисенчен – 1000 ытла, «Справедливая Россия» – 150, «Новые люди» – 124, ЛДПР – 76 кандидат тăратнă. «Татарстан – Новый век» юхăмран – 51 кандидат, Раççейри социаллă тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен пенсионерсен партийӗнчен – 4, «Коммунисты России» тата «Яблоко» партирен — пӗрер кандитат регистрациленнӗ. Вырăнти власть органӗсен суйлавне хутшăнма вӗсен кирлӗ документсене августăн 4-мӗшӗччен памалла.

Аса илтеретпӗр, ТР Раисӗн  суйлавне хутшăнма документсене июлӗн 11-мӗшӗччен йышăннă. Тӗп суйлав комиссине ТР Раисӗ пулма  Руслан Юсупов (ЛДПР), Рустам Минниханов («Единая Россия»), Хафиз Миргалимов (КПРФ), Виталий Смирнов («Раççейри социаллă тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен пенсионерсен партийӗ») хăйсен кандидатурине тăратнă.

«Хальхи вăхăтра вӗсен республикăри 34 районти власть органӗсен вырăнти представителӗсенчен – 384 депутатран кая мар тӗрев илмелле», – палăртнă Тӗп суйлав комиссийӗн пуçлăхӗ.

Мелекес суйлав округӗнче суйлава хутшăнма документсем памалли тапхăр  вӗçленнине те пӗлтернӗ Андрей Кондратьев. Документсене Раиль Минегалиев («Новые люди»),  Андрей Фомичев (кандитатурăна хăй тӗллӗн тăратнисенчен), Татьяна Мухина (КПРФ) тата Диана Полева (ЛДПР) панă. Çак тăватă кандидатран пӗрин кăна – Андрей Фомичевăн – çак округ территорийӗнче пурăнакан 53 пин çынран 3 процентне алă пустармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ выборы 2025