Пурнăç çулӗ такăр пултăр, Ан хавшатăр сывлăху. Тулăх кӗр пек пуянлантăр Ырăпа сан кăмăлу.
Юратнă анне, асанне, кукамай, Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Зоя Петровна НИКИТИНА декабрӗн 2-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ. Сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр сана, анне! Вăрăм ӗмӗр сукмакӗпе пӗр чирлемесӗр, кулянмасăр утма хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, канлӗ ватлăх сунатпăр. Çак çутă тӗнчере нумай-нумай çул пире савăнтарса пурăн!
Пурнăç çулӗ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăху.
Тулăх кӗр пек пуянлантăр
Ырăпа сан кăмăлу.
Çӗнӗ ӗмӗт вăй-хал кӳтӗр,
Сиртӗр йывăр кунсене.
Чун ăшши нихçан ан сӳнтӗр
Сан хӗвеллӗ чӗрӳнте.
Ывăлӗпе кинӗ, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем.
Нет комментариев