«Сувар» хаçат кубокӗн турнирне кӗтетпӗр!
Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă «Сувар» хаçат кубокӗшӗн турнир июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвари Тӗп стадионра 10 сехетре пуçланать.
Сивӗ çанталăка пăхмасăрах пăвасем июнӗн 1-мӗшне – Ачасене хӳтӗлемелли куна – халалланă футбол турнирне ирттермех шутланă. Аса илтеретпӗр, «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн 5-6 классенче вӗренекен арçын ачасем 8х8 схемăпа вылӗç. Турнира Пăва районӗнчен виçӗ, Теччӗ, Çӗпрел, Елчӗк районӗсенчен пӗрер команда хутшăнма палăртнă. Турнир Пăвари Трусенев ячӗллӗ Тӗп стадионра ирхине 10:00 сехетре пуçланать. Ăмăртăва йӗркелекенсем çамрăк футболистсене вӗри апатпа сăйламата палăртаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев