Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Суварсăр» ан юлăр, туссем!

Хаклă вулакансем! 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр сире. Июльтен пуçласа декабрь вӗçӗччен юратнă хаçата вуласа республикăри çӗнӗлӗхсем, чăваш тӗнчинчи пулăмсем пирки чи малтан пӗлес тесен Хусанта тухса тăракан чăваш хаçатне вуламалла.

Алексеевски районӗнчи Ерыкла ялӗнче пурăнакан Тимофеевсем акă «Сувара» мӗн тухма пуçланăранпах çырăнса илсе вулаççӗ. Вырăс ялӗнче пурăннăран-и – чăвашла тухакан кăларăм вӗсемшӗн уçă сывлăш евӗрех. Кашни эрнекуна чăтăмсăррăн кӗтеççӗ ватăсем. «Тăван чӗлхепе вулани вăй-хал хушать пире», – теççӗ вӗсем. Григорий Кирилловичпа Елизавета Тимофеевна ку ялта 50 ытла çул пурăнаççӗ ӗнтӗ. Хăйсем Аксу районӗнчи Çӗньял тата Çӗмӗртлӗ ялӗсенче çуралса ӳснӗ, çемье çавăрсан шăпа çакăнта илсе çитернӗ вӗсене. Чăваш хаçатне вара пӗр çул та çырăнмасăр юлмаççӗ. 

Хисеплӗ вулакансем! Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗнче: Алексеевски районӗнчи Ерыклара пурăнакан Тимофеевсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: газета Сувар подписка 2025