Тăшман хура ӗçе ачасемпе водительсене явăçтарать!
Диверсипе терроризм акцийӗсене йӗркелекенсем юлашки вăхăтра курьер тивӗçтерӗвӗпе, тиеве çитерессипе ӗçлекен харпăр компанисен водителӗсемпе ӗçлеме тытăннине хыпарлать ТР Терроризма хирӗç ӗçлекен комисси.
Диверсипе терроризм акцийӗсене йӗркелекенсем юлашки вăхăтра курьер тивӗçтерӗвӗпе, тиеве çитерессипе ӗçлекен харпăр компанисен водителӗсемпе ӗçлеме тытăннине хыпарлать ТР Терроризма хирӗç ӗçлекен комисси.
Лайăх пытарнă сирпӗнекен япаласемпе хатӗрӗсене инçе çула каякан водительсем, экспедиторсем, курьерсем урлă Раççей тăрăх салатнă тӗслӗхсем палăрнă. Вӗсене ӳкӗте кӗртсе е хăратса тиеве илсе адресата леçтереççӗ.
ТР йӗрке хуралӗн сотрудникӗсем çавăнпа водительсене палламан çынсене шанса тӗрӗслемен, документсăр тиеве леçме нихăçан та килӗшмелле маррине асăрхаттараççӗ. Мӗншӗн тесен кун пек посылкăсем пысăк трагедипе, леçекеншӗн уголовнăй яваппа вӗçленме пултараççӗ. Енчен те посылкăна леçме ыйтакан е хушакан çакнашкал сӗнӳ илсен кун çинчен çийӗнчех полицие пӗлтермелле.
Тăшманăн ятарлă служби çаплах хăйсен хура ӗçне республикăри çул çитмен çамрăксене те явăçтарма тытăннă. Аслă классенче, колледжсенче вӗренекенсене çăмăл укçа сӗнеççӗ. Вӗсем хушнипе çамрăксен адресата посылкăсем кайса памалла, промышленность предприятийӗсене тата транспорт инфраструктурисене сăн ӳкерсе ямалла иккен.
Хисеплӗ ашшӗ-амăшӗсем, тăшман çывăрмасть, ачăрсем вӗсен аллине лексе закона хирӗçле ӗçсем ан туччăр тесен, пушă вăхăта мӗнле ирттернине, ăçта çӳренине, кампа хутшăннине тимлӗхре тытма, кун пирки килте калаçусем ирттерме ыйтатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев