Тăван чӗлхе учителӗсен конкурсӗ пуçланчӗ
Хусанта республикăри тăван чӗлхе учителӗсен конкурсӗ пуçланчӗ. Учительсем, ăнăçу сунатпăр!
ТР Вӗрентӳпе наука министерствин 2018-2019 вӗренӳ çулӗн планӗпе килӗшӳллӗн, паян Хусанта тăван чӗлхепе литература учителӗсен Пӗтӗм Раççейри мастер-класс конкурсӗ пуçланчӗ. Унта тутар, вырăс, чăваш, мари, мордва, удмурт чӗлхипе литературине тата Раççей регионӗсенче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшăнаççӗ. Чăваш чӗлхипе литература учителӗсен хушшинче финала пурӗ пурӗ 6-ăн тухнă, вӗсем Алексеевски, Анат Кама, Пӗкӗлме, Ҫарӑмсан, Пӑва районӗсенчен. Ăнăçу сунатпăр! (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев