Тăван чӗлхе вӗрентекенсен конкурсӗн çӗнтерӳçисем
Пурне те вырăн парса палăртас килетчӗ. Анчах «Туган тел» конкурсăн Положенийӗ жюришӗн устав пек, унран иртме çук. Çапах та чăваш чӗлхипе литература учителӗсем те çӗнтерӳçӗсен йышӗнче пулчӗç.
Мартăн 25-26-мӗшӗсенче Хусанта республикăри тăван чӗлхе вӗрентекенсен Пӗтӗм Раççейри конкурсӗ иртрӗ. Республика территорийӗнчи шкулсенче вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт чӗлхине вӗрентекенсем хутшăнчӗç. Чăвашсенчен финала Анат Кама, Çӗпрел, Пăва, Алексеевски, Пӗкӗлме, Çарăмсан районӗсен вӗрентекенӗсем тухса хăйсен ӗçӗнче усă куракан меслетсемпе паллаштарчӗç.
Пурне те вырăн парса палăртас килетчӗ. Анчах «Туган тел» конкурсăн Положенийӗ жюришӗн устав пек, унран иртме çук. Чăвашсенчен кăçал Валентина Петрова «Учитель-мастер» номинацире, Альбина Зайцева «Учитель-новатор» номинацире, Зоя Желованова «Учитель-наставник» номинацире çӗнтерчӗç. Çӗнтерӳçӗсене мартăн 27-мӗшӗнче чысларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев