Тавах сире, волонтерсем!
Паян Раççейре Волонтер (доброволец) кунне паллă тăваççӗ. Ку уяв хальхи саманара питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çӗр-çӗр çын паянхи кун хăйӗн вăй-халне, вăхăтне шеллемесӗр пулăшу кӗтекенсене хăйӗн аллине тăсса парать.
Çак праçнике Раççейре кăна мар, нумай çӗршывсенче паллă тăваççӗ. 1985 çулта ООНăн Генеральнăй ассамблейи пӗтӗм тӗнчешӗн социаллă пӗлтерӗшлӗ уява – Волонтер кунне – паллă тума сӗннӗ. Çавăнтанпа ăна тӗрлӗ çӗршывсенче паллă тăваççӗ.
Пирӗн çӗршыв Волонтер кунне 2017 çултанпа паллă тăвать. Ăна Раççей Федерацийӗн Президенчӗ 2017 çулхи ноябрӗн 27-мӗшӗнче алă пуснă 572№ Указпа çирӗплетнӗ.
Волонтерсем пурнăçăн кашни сферинчех кирлӗ. Уйрăмах вара паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакансем калама çук пысăк ӗç туса пыраççӗ. Волонтерсем кашни районпа хуларах пур. Акă ӗнтӗ тăватă çула яхăн вӗсем салтаксем валли маскировка сеткисем, алсиш-чăлха çыхаççӗ, апат, хӳтӗлев хатӗрӗсем хатӗрлеççӗ, куллен кирлӗ япаласем пуçтараççӗ, пухнă пулăшăва машинăсем çине тиесе СВО зонине ăсатаççӗ.
«Сувар» хаçат республикăри волонтерсен ӗçне хăйӗн страницисенче çутатсах тăрать. Паян эпир пысăк чӗреллӗ, ырми-канми тăрăшакан хастарсене уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр, пӗтӗм вулакан ятӗнчен тав тăватпăр! Эсир пуррипе пирӗн хӳтӗлевçӗсене Çӗнтерӗве çывхартма çăмăлрах. Тавах сире, волонтерсем!
Галерейăри сăнӳкерчӗксенче «Сувар» хаçатра çырса кăтартнă волонтерсем.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев