ТР Культура Министерстви ҫумӗнчи Обществӑлла канаш ҫитес ҫула лартнӑ тӗллевӗсене сӳтсе яврӗҫ
Экспертсен сӗнӗвӗсем интереслӗ те чӗрӗ. Рабочисен культура шайне ӳстерессинчен, сывлӑх енчен ҫирӗпех маррисем валли фестивальсем йӗркелессинчен, Совет тапхӑрӗнчи монументлӑ тата декоративлӑ искусствӑна упрассинчен пуҫласа тутарсен тӗнчери наципе культура автономийӗсем ҫинчен мини-сериал ӳкересси таран. Пӗтӗмлетсе каласан, тутар халӑх культурине упрассипе аталантарассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем списокӑн ҫурри ытла пайне йышӑнчӗҫ.
Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче ТР Культура министерстви ҫумӗнчи Обществӑлла Канаш пуҫтарӑнчӗ. Лару тӗллевӗ – 2026 ҫула ТР Культура министерствин Ҫӗнӗ приоритетлӑ тӗллевӗсемпе задачисене палӑртасси.
Унта министерство ҫумӗнчи Обществӑлла канаш пайташӗсем, ТР Обществӑлла Палатин, ТР Раисӗн Администрацийӗн представителӗсем тата экспертсем хутшӑнчӗҫ.
Республикӑн ӗҫ тӑвакан патшалӑх власть органӗсен задачисемпе тӗллевӗсене уҫҫӑн йӗркелессипе Обществӑлла канаш туса хули пирки постановление 2019 ТР Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ. Ҫавӑнтанпа Канаш ведомствӑн ҫитес ҫула тӗллевсемпе задачисене палӑртас ӗҫе хутшӑнать.
Сӗнӳсем хатӗрлекенсем экспертсем. Вӗсен переченьне ТР патшалӑх тата муниципаллӑ услугӑсен порталӗнче вырнаҫтараҫҫӗ те онлайн-сасӑлав пуҫараҫҫӗ. Унта республикӑра пурӑнакансем пурте хутшӑнаяҫҫӗ. Пӗтемлетӗве сасӑлава курма Министерство ҫумӗнчи Обществӑлла канаш палӑртать.
Пӗлтӗр, сӑмахран, 2025 ҫула онлайн-сасӑлава 27 пин ҫын хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра экспертсенчен сӗнӳсем пуҫтарасси пырать. 14 куна пырать ҫак тапхӑр. Экспертсен ларӑвӗнче вӗсене сӳтсе явса онлайн-сасӑлава кӑлараҫҫӗ.
Паян шӑпах ҫав сӗнӳсене пӑхса тухрӗҫ. Пӗтӗмпе 28 тӗллевӗ задача унта. Ноябрь уйӑхӗнче тутарстансем вӗсемшӗн сасӑлама пултараҫҫӗ. Сасӑлав пӗтсен тепӗр 14 кунта Обществӑлла канаш чи нумай сасӑ пуҫтарнӑ 5-7 сӗнӗве суйласа илет.
Калас пулать, тӗллевсемпе задачисене сӳтсе явасси хӗрӳ пулчӗ. Ял клубӗсенче ӑрусен ҫыхӑнӑвне аталантарас тӗллевпе культура уҫлӑхӗсем йӗркелеме сӗннине нумайӑшӗ скептикла йышӗнчӗ. Министерствӑра ӗҫлекенсене чи малтан ялти Культура ҫурчӗсене ҫитсе килме сӗнчӗҫ. Тӗрӗс те тӗпрен юсав пур ҫӗре те ҫитмен-ха.
Производствӑра ӗҫлекенсен культура шайне ӳстерес тӗллевпе 7 пысӑк предприятие суйласа илсе унта тӗрлӗ мероприятисемпе - концертсемпе, мастер-классемпе ытти енлӗ активлӑхпа, тухса ҫӳрессине те пурте хапӑл туса йышӑнмарӗ. Унта шавлӑ тесе ӑнлантарчӗҫ.
Суккӑррисене музыка вӗрентӗвӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе Тутарстанри музыка шкулӗсемпе колледжӗсем валли Брайль системипе ӗҫлеме пултаракан 22 педагог хатӗрлесси те ыйтусем ҫуратрӗ. Ӑҫта мӗн чухлӗ кирлине пӗлес тесен чи малтан мониторинг ирттерме сӗнчӗҫ.
Самах май каласан, кашни эксперт хӑй тӗллевне палӑртса ӑна онлайн-сасӑлавӑн списокне кӗртме тӑрӑшрӗ.
Пӗлтӗр 6 тӗллеве суйласа илнӗ пулнӑ. Кӑҫал мӗн чухлӗ пулӗ – ӑна вӑхӑт кӑтартӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев