Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

ТР Министрсен Кабинетӗнче çуллахи наци праçникӗсен хăйевӗрлӗхӗсене уçăмлатрӗç

Халăх уявӗсенче батутсем пулмалла мар, вӗсем пирӗншӗн ют япала. Тӗп задача – çитӗнекен ăрăва тӗп халăхсен культурисемпе, йăлисемпе паллаштарасси.

Çулла пуçланнипе пӗрле республикăра наци праçникӗсем  тытăнаççӗ. Суйлав пысăк – вырăссен Каравонӗ, тутарсен Сабантуйӗ, чăвашсен Уявӗ, кӗрешӗнсен Питравӗ, марисен Семыкӗ, мордвасен Валда Шинясӗ, удмуртсен Гырон Быдтонӗ... Унсăр пуçне муниципаллă районсемпе хуласенче тӗрлӗ йăлапа çыхăннă мероприятисемпе фестивальсем йышлă пулаççӗ. Сăмахран, Елабугăра Панулми сăпасӗ, темиçе районта «Троицкие напевы» фестиваль, Элмет районӗнчи Патраклăра хамăрăн Учук тата ытти те. Çапла праçникрен праçнике çӳресех çулла иртсе каять.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Культура министерствипе ун тытăмне кӗрекен ведомствосене наци праçникӗсене халăхсен никӗсри йăлисене шута илсе ирттерме задача лартнă. Урăхла каласан, культура аутентикине тӗпе хурса. Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатрӗç ТР Министрсен Кабинетӗнче майăн 27-мӗшӗнче иртнӗ брифингра.

Спикерсен шучӗ пысăк пулчӗ, çавсен шутӗнче – ТР Премьер-министр çумӗ Василь Шайхразиев, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин, ТР Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳçи Ирина Александровская, Хусанти Туслăх Çурчӗн муниципаллă йӗркеленӳсемпе, Туслăх çурчӗсемпе тата центрӗсемпе ӗçлессипе уйрăм заведующийӗ, ТР ЧНКА председателӗн çумӗ Сильвия Чаркина,  Мордвасен наципе культура автономийӗн председателӗ Наталья Сабитова, Марисен наципе культура автономийӗн председателӗ Наталья Кукушкина, Удмуртсен наципе культура автономийӗн активисчӗ Павел Александров, «Тутарстан Республикин культура сферинче йăласене упраса хăварассипе тата инновацисем кӗртессипе ресурс центрӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн директорӗ Алсу Мифтахова.

Василь Шайхразиев наци праçникӗсем республикăшăн питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ.

«Пирӗн пата килекен туристсем, çав шутра тӗнче шайӗнчи форумсемпе мероприятисен хăнисем, Тутарстан пӗчӗк ялтан пуçласа Хусан таран вăйлă аталанса пынине тата халăхсен туслăхӗпе килӗшӗвне палăртаççӗ. Ислам, православи праçникӗ-и – вӗсем пурне те илӗртеççӗ. Çакăн пек задачăсем лартаççӗ республика ертӳçисем пирӗн ума – мӗнпур нацисене пулăшса пырса тӗрев пама», – терӗ ТР Премьер-министр çумӗ. Чăвашсен Уявне уйрăммăн асăнса хăварчӗ. «Чăваш Республикипе эпир лайăх ӗçлетпӗр. ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев хушăвӗпе Культура министерствисем тачă çыхăнса ӗçлеççӗ. Çапла культурăсен ылмашăнăвӗ пурнăçланса пырать. Пирӗннисем унта Сабантуя каяççӗ, вӗсем Уява килеççӗ. Уяв вырăнӗ районтан района куçса пыни те ырă йăла. Вăл халăх аталанăвӗшӗн ӳсӗм центрӗ пулса тăрать».

Брифингра Сабантуя нумай тимлӗх уйăрчӗç.  ТР Премьер-министрӗн сăмахӗпе, пӗтӗм тӗнчипе илес пулсан 4000 яхăн Сабантуй иртмелле. Ку вăхăта Дубайра, АПШра ирттерме ӗлкӗрнӗ. Федераци Сабантуйӗ кăçал Киров облаçӗнче иртет. Малашнехи плансен шутӗнче СВО вӗçленсен Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ Донбасра шахтерсен Сабантуйне йӗркелесе ирттересси, шайӗпе вăл историре те чи пысăкки пулмалла. 

Дамир Натфуллин наци праçникӗсем халăхсен йăлари культури патне таврăнса пынине палăртрӗ. Ун шучӗпе, халăх уявӗсенче батутсем пулмалла мар, вӗсем пирӗншӗн ют япала. Тӗп задача – çитӗнекен ăрăва тӗп халăхсен культурисемпе, йăлисемпе паллаштарасси. Республикăра пурăнакансем асăннă уявсене кăмăлланине палăртса пӗлтӗр вӗсене курма 110 пин ытла çын пынине пӗлтерчӗ.  

«Ку праçниксен тытăмне халăх художествăлла промыслисен маçтăрӗсен ярмарккисем, гастрономи речӗсем, интерактивлă зонăсем, халăх вăййисен площадкисем кӗни вӗсене самай пуянлатрӗ», – терӗ министр çумӗ.  

Ренат Валиуллин наци уявӗсене ирттернӗ çӗре Ассамблея шутӗнчи Наципе культура автономийӗсем активлă хутшăннине палăртса хăварчӗ.

Ирина Александровская хавхаланса Каравон мӗнле иртни çинчен каласа пачӗ. Уйрăмах ТР Раисӗ Рустам Минниханов вырăс апачӗн маçтăрӗсен çимӗçӗсене астивсе пăхнине кăмăллăн аса илчӗ.  

Брифинга хутшăннă спикерсем кашни хăй халăхӗн праçникӗ пирки, кăçалхи çӗнӗлӗхсем çинчен каласа пачӗ. Пурте тенӗ пек халăх праçникӗсен темине Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхӗпе çыхăнтарнă. Чăвашсен Уявӗн прологне те çак паллă датăна халалланă.  Уяв çӗнӗлӗхӗсемпе Сильвия Чаркина паллаштарчӗ. Акă ӗнтӗ иккӗмӗш çул вăл республика шайӗнчи чăваш Уявӗн режиссерӗ пулса тăрăшать.  

Кăçал Уяв июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлат хулинче иртет. Сильвия Чаркина сăмахӗпе, мероприятире чăваш халăх ремеслисене тӗпе хурса тӗрлӗ мастер-классем пулаççӗ. «Йывăçпа ӗçлесси, тăмран савăт-сапа тăвасси, тӗрлесси – чăвашсен йăлари ӗçӗсем. Уяв хăнисен пурин те çак ремесласене вӗренме май пулӗ. Тепӗр çӗнӗлӗх – уçă микрофон. Кăмăл пуррисен юрлама е сăвă калама май пулать. Паллах, тӗп вырăнта – карталанса утни, вăл Уявăн чунӗ», – терӗ Сильвия Чаркина. Мероприятийӗн хэдлайнерӗсем хальхинче – DIVA фолк-ушкăн. Вӗсем халăх юррисене кăна юрлаççӗ. Нумай пулмасть Мускаври Хӗрлӗ тӳремре концерт панă вӗсем. 

Кашни наци праçникӗ хăйнеевӗр интереслӗ, вӗсенче халăхсен культури, историйӗ, чунӗ упранать.

Спикерсен сăмахӗсене Алсу Мифтахова пӗтӗмлетрӗ. Асăннă наци праçникӗсемсӗр пуçне Тутарстан районӗсенче йăла мероприятийӗсемпе фестивальсем иртеççӗ. Çавсен шутӗнче вырăссен Иван Купали, православи тӗнӗпе пурăнакансен «Алексеевские перезвоны», «Троицкие напевы» фестивалӗсем, чăвашсен Учукӗ, мордвасен «Балтайӗ», Азнакайри, Балтасири тата ытти нумай районсенчи тутар йăла уявӗсем, шучӗ çук нумай вӗсем. Республикăра пурăнакансем кашни хăйне килӗшекеннине, çывăххине тупӗ вӗсен хушшинче.

Ирина ТРИФОНОВА.  

Сăнӳкерчӗксем https://tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура