Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Туссем, ман сире валли хыпар пур – эпӗ пăр çине таврăнатăп», – тесе пӗлтернӗ Камила Валиева хăйӗн телеграм-каналӗнче

2022 çулта Китайра иртнӗ Олимп вăййисем пирӗншӗн Камила Валиеван дисквалификацийӗпе асра юлчӗç. Ун чухне ăна тивӗçлӗ ылтăн медальсӗр хăварчӗç.

2022 çулта Китайра иртнӗ Олимп вăййисем пирӗншӗн Камила Валиеван дисквалификацийӗпе асра юлчӗç. Ун чухне ăна тивӗçлӗ ылтăн медальсӗр хăварчӗç. Ку пулăм тавра нумай шăв-шав çӗкленчӗ. Спортпа арбитраж судне çамрăк фигуристка темиçе те аппеляци пачӗ – кăлăхах. Спортра политика пулмалла мар теççӗ те, анчах хамăрах куртăмăр вăл унта мӗнлерех чышăнса кӗнине. Апла кăна та мар – хуçаланнине.

Мӗнле кăна чăтса ирттерчӗ-ши çак лару-тăрăва пурӗ те 15 çеç тултарнă спортсменка? Çак çулсен хушшинче вăл хăйне питӗ те тивӗçлӗ, сапăр  тытрӗ. Хирӗçсе чăркăшмарӗ, ятлаçмарӗ. Раççейре кăна мар ют çӗршыври спорт пӗрлӗхӗсенче те ун майлисем сахал мар пулчӗç. Астăватăр пулӗ, Хусанта виçӗм çул «Игры будущего» чемпионат уçăлнă чух спортсменка РФ Президенчӗ Владимир Путин çумӗнче ларнине? Çакă пулчӗ те пулӗ çӗршыв ертӳçин спортри тӗрӗсмарлăхсене мӗнле пăхни çинчен панă хуравӗ.

Иртнӗ çулта, декабрь уйăхӗ вӗçӗнче, Камила Валиеван дисквалификаци срокӗ вӗçленчӗ. Çак куна фигуристка пит ытла палăртса хыпарламарӗ, шавламасăр тенӗ пек ирттерчӗ. Чăн та, ун чăтăмлă характерӗнчен тӗлӗнсе пӗтерме çук. Çамрăк пулин те хăйне хăш-пӗр мăн çынран та танлăрах тытрӗ.

Ӗнер кăна Камила Валиева пăр çине çывăх вăхăтра таврăнассине пӗлтерчӗ. «Туссем, ман сире валли хыпар пур – эпӗ пăр çине таврăнатăп. Паллах, питӗ хумханатăп, анчах пуринчен те вăйлăрах Сикессипе Раççей чемпионачӗн ăмăртăвӗсен хӗрӳлӗхне çӗнӗрен туясса кӗтетӗп. Хамăн çӗнӗ программăсенчен пӗрне Пӗрремӗш каналăн Кубокӗнче кăтартăп. Маншăн вăл уйрăм праçник пулӗ. Сире пурне те манпа çак çулта пулма чӗнетӗп. Шăпах сирӗн юратăвăрпа тӗревӗр маншăн чи вăйлă пулăшу пулчӗç. Çавăнпа чунтан тав туса тата юратса ДоброFon-па пӗрле ятарлă проект хута яратăп. Эпӗ сирӗнпе тӗрлӗ хуласенче тӗлпулусем, мастер-классем ирттерӗп. Ман хатӗрленӳ пирки эксклюзивлă сăнӳкерчӗксемпе видеосем тăвăпăр. Сире тӗрлӗ конкурссемпе акцисем  кӗтеççӗ. Атьăр пурте пӗрле хамăр ӗçе юратни тата тӗрев пани каялла таврăннине çирӗплетсе парар!» – тенӗ Валиева телеграм-каналӗнче.      

19 çулти фигуристка таврăнасса çак спорт тӗсне юратакансем питӗ кӗтеççӗ.  Уçă кăмăллă, ырă чунлă хӗрачана Раççейре кăна мар, ют çӗршывсенче те кураймасăр тăракан çук пек туйăнать. Пулсассăн та пысăк спортри конкурентсен, ИСУ (Конькипе ярăнакансен Халăхсен хушшинчи союзӗ) ертӳçисен шутӗнчен. Вӗсем çине тăнипе ӗнтӗ талантлă фигуристкăн çулне пӳлчӗç те. Вăйлă спортсменка хăйсен фаворичӗсене ылтăн медальсӗр хăваратчӗ-çке.

Çăмăл пулмарӗ ăна çак вăхăта чăтса ирттерме. Çапах парăнмарӗ конькипе эрешлесе ярăнассин ангелӗ. Çапла ятпа палăртнă хӗрачана ăна чунтан шелленӗ Итали фигурисчӗ Кори Чирчелли. Камила пăр çине таврăнассине пӗлсен вăл пӗрремӗш пулса ун пирки социаллă сетьсенче пост кăларнă. Ун сăмахӗпе, Камила хӗрарăмсен пӗччен ярăнăвӗн чи чаплă фигурисчӗсенчен пӗри пулса тăрать, кун пирки тавлашмалли те çук тет. Хăй ăна юниорсен ăмăртăвӗсенчен астунине çырать. «Ун çинчен пур çӗрте те, кашни çӗршыврах калаçатчӗç. Мана та тӗлӗнмелле хӗрача çинчен каласа пачӗç. Вăл пăр çинче мӗн-мӗн тунисене никам та урăх тăвайманнине те. Çавăнтанпа эпӗ ун ӳсӗмне сăнаса тăтăм. Хăш чухне ку чăн мар пуль ӗнтӗ тесе те шутлаттăм. Мӗншӗн тесен вăл идеала çывăх. Эрешлесе ярăнассин чăн-чăн ангелӗ», – тенӗ паллă фигурист.  

Камила Валиева пăр çине таврăнассине иртнӗ канмаллисенче хăйӗн  телеграм-каналӗнче çырса пӗлтерчӗ. «Хаклă юлташсем, ман сирӗн валли хумхануллă хыпар пур – эпӗ пысăк спорта таврăнма шутлатăп. Пытармастăп, эмоцисем çав тери нумай, пăр çине ăмăртма тухасса çав тери вăйлă кӗтетӗп. Январӗн вӗçӗнче Сикессипе Раççей чемпионатӗнче çак туйăмсене туясса кӗтетӗп», – тенӗ Валиева.

Сăмах май, фигуристка дисквалификаци вăхăтӗнче тренировкăсене пӗр саманта та прахăçламан, спортран каясси çинчен пӗр сăмах та кăларман. Çак хушăра хăйне мӗн-мӗн чăтса ирттерме тивни çинчен  пӗрре те ӳпкелешсе ниçта та пӗр сăмах çырмарӗ. Çаксем хăйсемех унăн кăмăл пиçӗлӗхӗпе, характер çирӗплӗхне кăтартаççӗ. Ним те, никам та хуçса аваймарӗ ăна. Пачах хирӗçле – ку пулăмсем, ман шутпа ăна çирӗпрех те вăйлăрах кăна турӗç. Пăр çине таврăнни ун ӳсӗмӗпе  аталанăвӗшӗн çӗнӗ тапхăр пулӗ.  

Унччен вара Камила пӗрре мар Татьяна Навка ирттерекен пăр çинчи шоусене хутшăнчӗ. Пӗлтӗр çулла Пекинра иртнӗ «Раççейре туса кăларнă» куравра пӗр суту-илӳ центрӗнчи пăр çине тухрӗ. Ку вăхăтра Валиева тренировкăсене вăйлатни паллă. Вăл харăсах темиçе специалистпа ӗçленине пӗлтерет «ТИ-спорт». Çапла майпа фигуристка хăй çӗнӗ çитӗнӳсем тума хатӗррине пӗлтерет. Экспертсен шучӗпе, пысăк спорта таврăнни уншăн çăмăл мар, чи малтан моральлӗ лару-тăру енӗпе. Çапах хăйӗншӗн йывăр тапхăра чыслă чăтса ирттернине шута илсен вăй-хал çитмелле. Ун пирки RT телеканала хăй шухăшне РФ тава тивӗçлӗ тренерӗ Татьяна Тарасова та пӗлтернӗ. «Валиева малтанхи шая таврăнасса шанатăп. Чи кирли – вăл ăмăртусене таврăнма хатӗрри çинчен пӗлтерни. Апла мар-тăк, вăл ун йышши пӗлтерӳ тумӗччӗ. Анчах тӳрех унран тӗлӗнмелле кăтартусем кӗтмелле мар. Хальлӗхе Камилăн тренировкăсене çӳресе çитес сезона хатӗрленмелле. Майпен формăна кӗрсе пырӗ. Çитес сезонра вара эпир ăна малтанхине курăпăр. Тăваттăлла сикессисене те тавăрма вăй-хал çитерессе шанатăп. Эрешлесе ярăнассинче вăл Елизавета Туктамышева пек нумай вăхăта юласси пирки ыйтăва хуравлама  йывăр. Кун пирки хăйӗнчен ыйтмалла. Анчах çак хӗрача пӗтӗм тӗнчене хирӗç пирӗн хӗç-пăшал пулӗ. Конькипе эрешлесе ярăнассинче вăл тӗнчене тӗлӗнтерме пултараканскер». Çапла хак панă фигуристкăна Татьяна Тарасова.

Эпир вара хамăр енчен талантлă та пултаруллă спортсменкăна ăнăçу сунатпăр. Ăна ăмăртусенче курасса чăтăмсăррăн кӗтетпӗр.

 Сăнӳкерчӗксем: Владимир Васильев («Татар-информ»), К.Валиеван телеграм-каналӗнчен.               

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фигурное катание