Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тутарстан чăвашӗсен ертӳçин çумне хисеп паллипе чысланă

Пирте паян мӗн пурри – йăлтах хамăрăн ӗçчен те нумай нациллӗ халăх тăрăшăвӗпе пулнă япаласем

Июнӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанăн Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче «Тутар АССРӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул» паллăсемпе наградăлас церемони иртнӗ. Вӗсемпе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ТР Халăхсен ассамблеин Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин чысланă.
«ТАССРа 100 çул» паллăпа Тутарстанăн патшалăх, социаллă пурнăç, экономика, наука тата культура аталанăвне пысăк пай кӗртнӗ çынсене наградăлаççӗ.

Туслăх Çуртӗнче çак кун пысăк наградăна 25 çын илме тивӗç пулчӗç, çав шутра Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ Владимир Иванов та.

«ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитни – пирӗншӗн историллӗ паллă. Республика аталанăвӗнче питӗ нумай çын хутшăннă. Пирте паян мӗн пурри – йăлтах хамăрăн ӗçчен те нумай нациллӗ халăх тăрăшăвӗпе пулнă япаласем. Эсир кашнийӗ хăй вырăнӗнче республика аталанăвне пай кӗртнӗ», – тесе каланă хăйӗн саламлă сăмахӗнче ТР Праламент пуçлăхӗ.
Любовь Тукаева

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев