Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тутарстан Республикин Çамрăксен парламентне суйланакан кандидатсен хушшинче хӗрӳ тупăшу пырать

Тутарстанăн активлă çамрăкӗсене мӗн интереслентерет-ха, мӗн шухăшлаттарать? Темӗн те. Республикăра вӗсене те регион пурнăçне хутшăнма мӗнпур майсем туса панă. Тӗслӗхе ТР Патшалăх Канашӗ çумӗнче ӗçлекен Çамрăксен парламентне илер. Ку яш-кӗрӗме хăйсен пуçарăвӗсене пурнăçа кӗртме чи тухăçлă площадка пулса тăрать. Вӗсен чылай закон проектне ТР Патшалăх Канашӗ ӗçе илнӗ.

Çамрăксен парламенчӗ хăйне евӗр эффективлă инструмент. Чылай проблемăна çамрăк куçӗпе пăхни вӗсене çӗнӗлле татса пама пулăшать. Сăмах май, халӗ шăпах Çамрăксен парламенчӗн Патшалăх Канашӗннипе пӗрле суйлавчченхи тапхăр пырать. Унта çамрăк кандидатсем хăйсен ӗç программипе паллаштараççӗ.  

Тăватă хулара — Ешӗлварта, Пӗкӗлмере, Пăвара тата Çырчаллинче ТР Çамрăксен парламентне суйланакан кандидатсен дебачӗсем иртнине пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби. Унта çамрăк çынсем республикăри пурнăçа пӗтӗм енлӗ лайăхлатассипе хăйсен планӗсемпе тата шухăшӗсемпе паллаштарнă. Дебатсене асăннă муниципалитетсенчен кăна мар кӳршӗллӗ районсенчен те хутшăннă. 

«Дебатсем Тутарстанри Çамрăксен парламенчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Шăп çакăнта çамрăк парламентарисем суйлава мӗнле пуçарусемпе килни курăнать. Тăватă районта ӗнтӗ эпир кандидатсен пуçарăвӗсемпе паллашрăмăр. Вӗсенчен чылайăшӗ актуаллă та интереслӗ. Çамрăксен парламенчӗн çӗнӗ пухăвӗ хамăр регионти пурнăçа лайăхлатма пултарассине, çамрăксен чылай ыйтвӗсене татса пама май парассине шанатăп», — тенӗ ТР Патшалăх Канашӗ çумӗнчи Çамрăксен парламенчӗн председателӗ Нина Шимина. 

Ешӗлварти дебатсенче кандидатсем хăйсен пуçарăвӗсемпе паллаштарса медиа уçлăхри пӗлӳлӗх, гуманитари пулăшăвӗн ӗçӗ, районсенчи спорт аталанăвӗ пирки калаçнă. 

Пăва кандидачӗсем студентсен стипендийӗ, ял çамрăкӗсене тӗрев парасси çинчен сăмах хускатнă. 
Пӗкӗлмесене волонтерсен ӗçӗ, ятарлă çар операцине пулăшасси тата патшалăх учрежденийӗсен специалисчӗсен премине ӳстересси хумхантарать иккен.

Çырчаллисем ӗçлекен çамрăксемпе волонтерсене тӗрев парассипе, автобуссен маршручӗсене хулапа ялсенче пурăнакансемшӗн меллӗ тăвассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. 

Паян, августăн 26-мӗшӗнче Анат Камăран суйланакан кандидатсен дебачӗ иртет. Августăн 30-31-мӗшӗсенче Чистайпа Хусан хулисенче. 
Ку мероприятисем «Синен чират — Твоя очередь» форум шайӗнче иртеççӗ. Вăл çамрăксене тӗрлӗ енлӗ пулăшу парассипе Тутарстанра вăя кӗнӗ тӗрлӗ майсемпе паллаштарать.

Сăнӳкерчӗксем minmol.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Молодежный парламент