Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тутарстан Рубежныйпа Лисичанск хулисенче кӑçалхи кӗркуннеччен 100 яхӑн çурта юсаса пӗтерме тӗллев лартнă

Республика ертӳçи Рустам Минниханов хушăвӗпе ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошинпа ТР Раисӗн Администрацийӗн Ертӳçи Асгат Сафаров Луганск Халӑх Республикине çитсе килнӗ, пӗлтерет ТР Раисӗн Пресс-служби.

Республика ертӳçи Рустам Минниханов хушăвӗпе ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошинпа ТР Раисӗн Администрацийӗн Ертӳçи Асгат Сафаров Луганск Халӑх Республикине çитсе килнӗ, пӗлтерет ТР Раисӗн Пресс-служби. Вӗсемпе пӗрле çулçӳреве ТР Суд департаменчӗн управленийӗн пуçлӑхӗ Зявдат Салихов тата шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежный хулисене çӗнӗрен çӗклессипе ӗçлекен çын, республикăн Премьер-министр çумӗ Ринат Садыков та тухнă.

Тутарстан делегацийӗ Рубежное хулине çитсе курнӑ. Çавăнта Алексей Песошин больница территорийӗнче вырнаçнӑ васкавлӑ  пулӑшу станцине кӗрсе тухнӑ. Маларах кунта Тутарстан пулӑшнипе апат-çимӗç блокне юсанӑ, вӑл паян стационарти пациентсене вӗри апатпа тивӗçтерет. Делегаци станцире ӗçлекенсемпе тӗпрен юсавӑн малашнехи тапхӑрӗсемпе йывăрлăхӗсене сӳтсе явнă.

Фронтран инçе мар пурăнакан çынсем патне куллен тухса çӳрекен тата кăткăс лару-тăрура та пулăшу пама васкакан  фельдшерсемпе те  курса калаçрӗç, мӗн кирлипе интересленчӗç.  

Хулан обществăлла лаптăкӗсене – парксемпе скверсене, социаллă пӗлтерӗшлӗ объектсене аталантарассине уйрăммăн пăхса тухрӗç. Хула пуçлӑхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Евгений Шаталинпа пӗрле делегаци пионерсен çуртӗнче пулчӗ. Çак çуртра Рубежный историйӗпе çыхăннă музей тума пулмӗ-ши тесе пӗрлехи шухăш çуралчӗ вӗсен.

Вӗсен шучӗпе çӗнӗ центр çамрӑксемпе ӗçлекен, обществăлла пуçарусене хута ямаллли тата хула мероприятийӗсене ирттермелли лайăх площадка пулмалла. Ку енӗпе Тутарстанăн опычӗ пуян, çавăнпа вăл хаваспах шухăша пурнăçа кӗртме хатӗр.  

Рубежнӑйне çитсе курнӑ хыççӑн Тутарстан делегацийӗ Золотое хулине çитсе килнӗ. Çавăнта ӗнтӗ Раççей Федерацийӗн Геройӗн Дамир Исламовӑн бюстне вырнаçтарнӑ. Республика представителӗсем палӑк умне чечексем хурса паттӑра асӑнчӗç.  Вара сквера пӑхса тата палăк таврашне тирпей-илеме кӗртсе  тӑракан хӗрарӑмсемпе те калаçса илнӗ, паттăра сума суса асра тытнăшăн тав тунă.

Лисичанскра ӗçлӗ çулçӳрев малалла тӑсӑлнă, кунта хула инфраструктурине тӗпрен юсассипе çыхăннă ыйтусем мала тухрӗç. Хула мэрӗпе Эдуард Сахненкопа тата ЛНРăн Строительство министерствин представителӗсемпе пӗрле шывпа тата ӑшӑпа тивӗçтерессин ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Ку ӗçшӗн яваплă объекта та çитсе тӗрӗслесе килнӗ.   

Çапӑçусене пула самай юхăннă хваттерлӗ çуртсене тӗпрен юсасси тӗп ыйтусен шутӗнче. Кӑçалхи кӗркуннеччен Тутарстанран кайнă строительсен 100 яхӑн çурта юсаса пӗтермелле. Хальхи вӑхӑтра объектсен тăррине улӑштарасси, ӑшӑпа тата шывпа тивӗçтерекен системӑсене çӗнетесси, чӳречесемпе алăксене   вырнаçтарасси, подъездсене юсасси тата сантехника хатӗрӗсен  монтажӗпе çыхăннă ӗçсем вӗçленсе пыраççӗ.

Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Правительство Республики Татарстан