Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Тутарстанăн Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин çӗнӗ пуçлăх

Азат Зиганшин Шупашкарти Н.И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Çӗнӗ министрăн пӗр-пӗр тăванӗ чăваш мар-ши?

Çӗнӗ ӗç çулне ТР Раисӗ ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрне палăртса Хушу кăларнинчен пуçларӗ. Сакăр çула яхăн асăннă ведомствăна ертсе пынă Александр Шадриков вырăнне Азат Зиганшина суйласа лартнă. Сăмах май, Александр Шадриков РФ Çутçанталăк ресурсӗсен министерствин Шыв-шур ресурсӗсен департаменчӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçлӗ.  

Азат Зиганшин вара Хусан çынни, 1973 çулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче çуралнă. Унччен 2013 çултанпа «Татагролизинг» акционерсен обществине ертсе пынă. 2019 çултанпа ТР Патшалăх Канашӗн депутатӗнче те тăрăшнă.

Ӗç çулне вăл Патшалăх налог инспекцийӗн Арск районӗнчи юридици службин ертӳçӗ специалисчӗнчен пуçланă. Çав çулах Хусана куçса асăннă ведомствăн Вахитов районӗнчи юридици уйрăмӗнче ӗçлеме пуçланă. 2000 – 2005 çулсенче «Татарстан сэтэ» акционерсен уçă обществин юридици уйрăмӗн пуçлăхӗнче ӗçленӗ.

2005 – 2010 çулсенче çак предприятирех генеральнăй директор çумӗнче – çăкăр йышăнакан предприятисен управленийӗн ертӳçинче тăрăшнă. Унтан икӗ çула яхăн ТР Министрсен Кабинечӗн аппарачӗн  Агропромышленность комплексӗпе çӗр хутшăнăвӗсен тата потребительсен рынокӗн управлени пуçлăхӗнче ӗçленӗ. 2012-2013 çулсенче «Вамин Татарстан» компанин ӗç тăвакан директорӗнче вăй хунă.

Нумай çулсем агропромышленность сферинче тăрăшса ӗçленӗшӗн Азат Зиганшина ТР тава тивӗçлӗ ял хуçалăх ӗçченӗ ят панă, наградăсемпе чысланнă.    

Калас пулать, Азат Зиганшин Шупашкарти Н.И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Çӗнӗ министрăн пӗр-пӗр тăванӗ чăваш мар-ши? Хусан ачи пӗр ахалех Чăваш Ене вӗренме кайнă-ши?

Сăнӳкерчӗк «Татмедиа» Телеграм-каналӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Республика Татарстан