Тутарстанра XXXIII Пӗтӗм Раççейри студентсен çуркунни иртет
Аслă шкулсем хушшинчи «XXXIII Пӗтӗм Раççейри студентсен çуркунни» фестиваль чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа 29-мӗшӗччен Тутарстанӑн тӗп хулинче иртет. Хусан çак мероприятие тăваттăмӗш хут йышăнать.
Кӑçал фестиваль «Çӗнтерӳ Çуркунни» лозунгпа иртет. Ăна
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкне тата Тӑван çӗршывӑн Аслӑ Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халланă. Мероприяти çӗршывăн 80 ытла регионӗн 2 000 ытла пултаруллӑ студентне пухса пултарулăха, профессие аталантармалли тата истори астăвăмне упрамалли площадка пулӗ.
2025 çулхи фестивале РФ Наукăпа аслă пӗлӳ министерстви «Раççей çамрăкӗсен союзӗ» организаципе тата ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствипе пӗрле ирттерет.
Мероприятие волонтерсемсӗр куç умне кӑларма çук халӗ. 2009 çулта Пӗтӗм тӗнчери çуллахи Универсиадӑна (2013) пулӑшас тӗллевпе çуралнӑ юхӑм хӑватлӑн вӑй илсе тӗнче шайӗнчи пулӑмсемшӗн чӑн-чӑн «кадрсен лаççине» çаврӑнчӗ.
XXXIII Пӗтӗм Раççейри студентсен çуркунни фестивальте пулăшакан атташесен вӗренӗвӗ ноябрӗн 15-16-мӗшӗсенче куçăн майпа тата волонтерсен вӗренӗвӗ чӳк уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче онлайн форматпа иртрӗ. Ку программăсене хутшăнас кăмăллисем çӗршывӗпех. Атташесен йышне 60 çынна (Тутарстанран), волонтерсен йышне 22 регионтан 250 çынна суйласа илнӗ. Чи йышлисем – тутарстансем (196 çын), çавӑн пекех командӑна Самара, Саратов, Томск, Волгоград, Архангельск, Владимир, Кострома, Оренбург, Рязань, Ульяновск, Пенза, Челябинск облаçӗсенчен, Ханты-Манси автономи округӗ-Югра, Красноярск тата Ставрополь крайӗсенчен, Мускав хулинчен, Коми, Мари Эл, Удмурти тата Чӑваш республикисенчен кӗнӗ. Чи аслă волонтер 63 çулта.Волонтерсем яланхи ӗçсенех (протокол служби; аккредитацире; медиасопровожденире, фестиваль хăнисене кӗтсе илсе апатлану вырӑнӗсемпе концерт площадкисене ӑсатса яни) пурнăçлӗç.
Фестиваль программи анлă, ăна уçас тата хупас церемонисӗр пуçне 10 направленипе 600 конкурс ӗçне пăхса тухса вӗсене 50 номинацире хаклӗç.
XXXIII Пӗтӗм Раççейри студентсен çуркуннинчи мӗнпур трансляцие, видеороликсене VK Видеора, ВКонтактери «Студвесна» сообществинче тата фестивалӗн официаллӑ сайтӗнче курма пулать.
Палӑртса хӑварар, Пӗтӗм Раççейри студентсен çуркунни çӗршыв çамрăкӗсен чи пысăк пултарулăх фестивалӗ, ăна 1993 çултанпа çулсерен ирттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев