Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр
Ырă кăмăллă, пирӗншӗн хаклă тăванăмăра, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Камские Полянынче пурăнакан Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр!
Çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, тулли телей, ăнăçу сунатпăр. Яланах чунупа çамрăк пул. Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр. Мӗн шухăшлани пурнăçланса пытăр.
Сывлăх пултăр пуç тулли,
Юрату пултăр чӗрере.
Çумра мăшăр пултăр юратни,
Çăкăр пултăр сӗтел тулли,
Укçа пултăр кӗсье тулли.
Хусанти тата Чистайри Петровсем,
Кондратьевсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев