Василий Иванович Семенова саламлатпăр
Тӗп хыпар

Василий Иванович Семенова саламлатпăр

Хаклă та юратнă мăшăра, аттене, ывăла, шăллăма, пиччене – Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Василий Иванович СЕМЕНОВА февралӗн 2-мӗшӗнче 50 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!

Сывлăх, ăнăçу, юрату, телей, тăнăçлăх, йăл кулă, ырлăх сунатпăр. Ӗмӗтӳсем пурте пурнăçланччăр. Пурнăç вăрăм та çутă, асра юлакан ырă  пулăмсемпе пуян пултăр!
Юбилей телей çеç илсе килтӗр,
Хуйхă-суйхă ирттӗр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетӗр,
Эпир хисеплетпӗр чӗререн.
Мăшăрӗ, хӗрӗ, ывăлӗ, амăшӗ, аппăшӗ,
 йăмăкӗсем тата вӗсен çӗмйисем.


Нет комментариев