Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шупашкарта Вера Кузьминан палăкне уçнă

Ун çинчен кино ӳкернӗ, кӗнеке кăларнă, ноябрӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта палăк уçнă.

 СССР халăх артистки Вера Кузьмина чăнах та тӗлӗнмелле çынччӗ. Мӗн виличчен тенӗ пек сцена çинчен анманскер хăй ӗмӗрӗнче миçе роль калăпламан-ши вăл? Мăшăрне, пирӗн ентеше Петӗр Хусанкая чунтан хисеплени кашни сăмахӗнче палăратчӗ, хуть мӗнле тӗлпулура та сăввисене ниçта пăхмасăр, чуна пырса тивмелле калатчӗ вăл. Спектаклӗсене билет сутăнманни нихăçан та пулман теççӗ театрти ӗçтешӗсем. Сцена çинче çав тери ӗненмелле вылянипех-тӗр Вера Кузьмина кам иккенне ватти те, вӗтти те лайăх пӗлетчӗ. Чăннипех халăх юратăвне çӗнсе илнӗ сцена ăсти Вера Кузьминична пурăннă пулсан кăçал ноябрӗн 16-мӗшӗнче 100 çул тултармаллаччӗ. Çавра юбилейччен çулталăк кăна пурăнса çитеймерӗ. Тăван халăх чӗринче ӗмӗрех упранӗ вăл

Актрисăн 100 çулхи юбилейне Чăваш Ен тивӗçлӗ паллă тума палăртнă, мероприятисем пуçланчӗç те ӗнтӗ. Ăна халалласа фильм ӳкернӗ, кӗнеке кăларнă. Ноябрӗн 14-мӗшӗнче вилтăприйӗ çине (Шупашкар хулинчи Богдан Хмельницкий урамӗнчи масарта, мăшăрӗ Петр Хусанкай çумӗнче канлӗх тупнă) палăк лартнă. Ăна уçнă çӗре ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, унăн çумӗ Георгий Богуславский, К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев, артисчӗсем, Вера Кузьминан пултарулăхне хисеплекенсем, çемйи хутшăннă.

Палăк авторӗ – Олег Ксенофонтов скульптор. Çамрăк чухнехи Вера Кузьминичнăна сăнланă вăл. Хăй каланă тăрăх, палăка ăсталанă чух Владислав Зотиков, Петр Пупин скульпторсемпе, актрисăн çывăх тăванӗсемпе, театрти ӗçтешӗсемпе пӗрле канашланă. Сăмах май, Вера Кузьмина пурăннă çуртăн стени çине асăну хăмине те вырнаçтарӗç.

Тăван халăх культурине капашсăр пысăк тӳпе кӗртнине  хисеплесе Вера Кузьмина ячюллӗ «Чӗкеç» Халăхсен хушшинчи наци театрӗсен пӗрремӗш фестивалӗ иртет. Унта республикăн, кӳршӗллӗ регионсен кăна мар, Азербайджан сцена ăстисем те хутшăнма кăмăл тунă. ЧР Пуçлăхӗн Олег Николаевăн хушăвӗпе фестиваль малашне Чăваш Енре икӗ çула пӗрре иртӗ. (Сăнӳкерчӗксем culture.cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России