Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вера Кузьминана Путин саламланă

К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн примине Вера Кузьминичнăна Тутарстан чăвашӗсем эпир те саламлатпăр!

СССР халăх артисткине, К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн примине Вера Кузьминична Кузьминана РФ Президенчӗ Владимир Путин тав тунине пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Паянхи кун та театрта ӗçлекен 95-ри паллă артисткăна Президентăн Тав çырăвӗпе мартăн 25-мӗшӗнче ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин анлă коллегинче Чăваш Ен Пуçлăхӗпе М. Игнатьевпа культура министрӗ Геннадий Яковлев хавхалантарнă. Хисеплӗ Вера Кузьминичнăна çак ятпа эпир те, Тутарстан чăвашсем, чӗререн саламлатпăр! (Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России