«Халăх йăлисен управçи «Илемпи»
ТР Халăхсен ассамблейи, ТР ЧНКА тата ун çумӗнчи Чăваш хӗрарăмсен союзӗ, Хусанти Туслăх Çурчӗ йӗркеленӗ мероприятие Аксу, Çӗпрел, Элмет, Элкел, Теччӗ, Çӳлту районӗсенчен, Хусанпа Çырчалли хулисенчен тӗрлӗ профессире тăрăшакан 25 хӗрарăм хутшăнчӗ. Чи асли 90 çул тултаракан Хӗртилет кинеми пулчӗ.
Ачана пурнăç парнелекен хӗрарăм çемье, йăла-йӗркепе чӗлхе управçи кăна мар, ăста бизнес-леди, педагог, культура ӗçченӗ те паян. Шăпах çакăн пек пултаруллă чăваш хӗрарăмӗсене пӗрлештерсе тăрать те ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмсен союзӗ. Халăх йăли-йӗркине упраса çамрăк ăрăва вӗрентсе пыракан хӗрарăмсене сума суса тӗрев парас тӗллевпе Чăваш чӗлхи кунне халалласа «Халăх йăлисен управçи «Илемпи» конкурс йӗркеленӗ. Унта хутшăнмашкăн республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 27 заявка килнӗ. Конкурс, тӗпрен илсен, онлайн майпа иртрӗ темелле пуль, мӗншӗн тесен конкурсанткăсен хăйсен ӗçӗпе çемье пурнăçне видео ӳкерсе кăтартмаллаччӗ. Кашнин видеопрезентацине «Сувар» хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри тата МАХ, Телеграм мессенджерсенчи каналсенче вырнаçтарнă (вӗсемпе халӗ те паллашма пулать). Жюри конкурсанткăсен пултарулăхне апрелӗн 26-мӗшӗнче ирхине 10 номинаципе хакласа çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Кăнтăрла 14 сехетре финалта чысларӗ.
Чăваш хӗрарăмӗн обществăпа культурăри, социаллă экономикăри тата çемьери авалтан пуçласа паянхи кунчченхи вырăнне конкурсăн хăватлă видеозаставки кăтартрӗ. Кунтах ӗç çыннисемпе пӗрлех культурăра, наукăра, литературăра йӗр хăварнă паллă хӗрарăмсем.
Асăнса хăварар, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗ йӗркеленнӗренпе виçӗ çул ытла, çак вăхăтра вăл районсенчи пултаруллă чăваш хӗрарăмӗсене хăй тавра пухма ӗлкӗрчӗ, тӗрлӗ проект пурнăçа кӗртет. Çаплах Чăваш Енри ӗçтешӗсемпе те тачă çыхăнура Союз. Конкурсанткăсене Чăваш Республикинчи Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçи Наталья Николаева видеоçыхăну мелӗпе саламласа ăнăçу сунчӗ. «Илемпи» конкурс Тутарстанра чăваш культурине аталантармалли тепӗр площадка пуласса шаннине пӗлтерчӗ.
Раççей, çав шутра Тутарстан та, нумай нацилӗхпе пуян. Раççейӗпе 194 наци пирӗн. Тутарстанра вара 175 тӗрлӗ халăх пурăнать. Нумайнацилӗх пирӗн вăй пулнине хăй сăмахӗнче ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин палăртрӗ. «Халăх вăл чӗлхи пулсан сывă. Чӗлхене, хӗрарăмсем, эсир упратăр. Çавăнпа сире Чăваш чӗлхи кунӗпе те саламлатăп. Чăваш хӗрарăмсен союзӗ тăван чӗлхепе хӗрарăм илемне конкурсра питӗ пӗлсе пӗрлештерни эсир мӗнле ăслă та вăйлă пулнине кăтартать. Малашне те çапла хамăрăн тӗрлӗ нацилӗхе упраса пӗрле ӗçлесчӗ пирӗн», – мухтарӗ çӗнӗ проекта Ренат Накифович.
Малалла чи кӗтнӗ самант, финалисткăсене чыслас церемони, пуçланчӗ. «Ăс-хакăлпа ырăлăх çути» номинацие чи хисеплӗ конкурсантка, 90 çул тултаракан Хрдилет Туктаровна Кучеева (Элмет районӗ, Клемтел) тивӗçрӗ. Ăна Дипломпа парнесене сцена çинчен ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина панă май конкурса хутшăннăшăн тав турӗ.
Хрдилет Туктаровна ахаль конкурсантка кăна мар, çамрăк ăрăва пехил парас шутпа ятарласа хутшăннă. Пурне те сывлăхпа ырă кун-çул сунчӗ кинеми, ятарлă çар операцийӗнче тăшманпа кӗрешекен кашни салтака ырă-сывă таврăнса ачи-пăчине ӳстерме пиллерӗ.
Салтак амăшӗсене уйрăм тимлӗх уйăрчӗç конкурсра. «Анне юратăвӗ – салтакăн çуначӗ» номинацие Тамара Леонтьевна Андреева (Аксу районӗ, Беловка) тивӗçрӗ. Унăн ывăлӗ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче.
Анне пилӗ, Турăран ыйтса кӗл туни салтака фронтра упрать пулсан, сивӗ окопра мăшăрӗн юратăвӗ ăшăтать. «Ăшă çутă» номинацире Екатерина Валерьяновна Киргизова (Нурлат районӗ, Якуркел) салтак арăмӗ çӗнтерчӗ. Татьяна Аркадьевна Максимова (Нурлат) финалистка пулчӗ.
Сывлăх сыхлавӗнче те чăваш хӗрарăмӗсемсӗр май çук, ытти халăх çыннисемпе пӗрлех вӗсем те çынсен пурнăçне çăлаççӗ. «Шурă тумлă пирӗшти» номинацире Кристина Александровна Кожеманова (Çӳлту районӗ, Çӳлту) çӗнтерчӗ. Хисеплӗ номинаципе ăна жюри пайташӗсем, конкурсăн тӗп спонсорӗсем, Тутарстан Чăваш хӗрарăмсен союзӗн пайташӗсем, «Heaven Studio» илем студийӗн тата «Год подарков» компани ертӳçисем Ирина Порфирьевăпа Альбина Васильева саламланă май конкурса хутшăннă кашни хӗрарăм çав тери пултаруллине палăртрӗç.
Тӗрӗс те, чăваш хӗрарăмӗ паян анне, мăшăр кăна мар, бизнеса та питӗ ăста илсе пырать. Çакна «Леди бизнес» номинацире çӗнтернӗ Светлана Александровна Алипова (Нурлат) тата Татьяна Андреевна Шакмакова (Хусан), Вера Васильевна Охотникова (Çырчалли) финалисткăсем çирӗплетеççӗ.
– «Илем» чăваш сăмахӗн синонимӗсем 50 яхăн. Вӗсем пурте сирӗн çинчен паян», – терӗ «Килти хăтлăх асамçи» номинацин çӗнтерӳçисене чыслама тухнă жюрин тепӗр пайташӗ, «Инвестторг» компанин генеральнăй директорӗ Вадим Самаркин.
Чăнах та хӗрарăмсăр килте хăтлăх пулаймасть. «Килти хăтлăх асамçисем» ăçта пурăнаççӗ тетӗр – Аксу районӗнчи Алексеевка ялӗнче. Çак номинацире çӗнтернӗ Наталия Виталиевна Плотниковăпа Рима Витальевна Калукова, Галина Витальевна Чугунова, Зинаида Михайловна Калукова финалисткăсем шăпах çак ял хӗрарăмӗсем.
Кăмакаран тухакан çăкăр, тин сунă сӗт... Мӗнле ирттӗр-ха ял хӗрарăмӗсӗр ку конкурс? Вӗсене чыслама тухнă искусствоведени кандидачӗн Людмила Шкляевăн: «Вӗсем çинче тӗнче тытăнса тăрать», – текен сăмахӗсемпе пурте килӗшеççӗ пулӗ тетӗп. «Ял чунӗ» номинацин çӗнтерӳçине Зинаида Алексеевна Харитоновăна (Аксу районӗ, Сергеевка) тата Нина Васильевна Семенова (Аксу районӗ, Сергеевка) финалисткăна тӳрремӗнех пырса тивеççӗ вӗсем.
«Культура пуянлăхӗн управçи» номинацие хутшăннă хӗрарăмсем пулмасан пурнăç кичем пулатчӗ-тӗр. Культурăна сыхласа аталантаракансем çинчен сăмах кунта. Ку номинацире вара Раиса Викторовна Абрамова (Нурлат районӗ, Андреевка) çӗнтерчӗ, Галина Владиславовна Семеновăпа (Хусан) Алена Николаевна Торгашова (Теччӗ районӗ, Пухтел) финалисткăсем пулчӗç.
Шкул вăл – хăй пӗр тӗнче, ача кам пулса ӳсесси вӗсенчен нумай килет. Малалла сцена çине «Пӗлӳ тӗнчин çути» номинацин çӗнтерӳçисемпе финалисчӗсене чӗнчӗç. Вӗсене чыслама сцена çине конкурсăн информаци партнерӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тухрӗ. Чӗлхене упрама педагогсем нумай тăрăшнине палăртрӗ вăл. Ку номинацире ТР Раисӗ Р.Минниханов та аван пӗлекен чăваш тӗрӗçи-педагог Галина Васильевна Кудряшова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Паснапуç) çӗнсе илчӗ. Светлана Васильевна Яковлева (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк), Ирина Витальевна Рябова (Аксу районӗ, Аксу хула евӗрлӗ поселок), Галина Федоровна Мурзина (Нурлат), Евгения Николаевна Еликова (Элкел районӗ, Чăваш Пăрнай) финалисткăсем пулчӗç.
Тепӗр «Мисс Уникальность» номинацин çӗнтерӳçи Галина Владимировна Терентьева (Нурлат) чăнах та питӗ сайра тӗл пулакан çын. Нурлат хулинчи Туслăх Çурчӗн директорӗ, ЧНКЦ ертӳçи, волонтер... Тăван халăхшăн калама çук пысăк ӗç тăвать.
Конкурс аслă çулти мăнаккасене манман. Тепӗр тесен вӗсем çинчен мăнакка теме чӗлхе çаврăнмасть. Чăваш культурин çутă çăлтăрӗсем, республикипех лайăх пӗлекен çынсем вӗсем. Сăмах кунта Людмила Петровна Сердцева (Çӗпрел районӗ, Упи), Людмила Ухтияровна Савастьянова (Элмет районӗ, Патраклă) пирки. «Кӗмӗл ӳсӗм – наци пуянлăхӗ» номинацире вӗсене ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗ Валентин Паймухин чысларӗ.
Конкурса чăнах та пултаруллисенчен те пултаруллисем хутшăннă тата мӗн чухлӗн вӗсем республикăра. Пурăна киле кашнинпе паллашăпăр-ха. Мӗншӗн тесен йӗркелӳçӗсем чăваш хӗрарăмӗсен конкурсне (ун пекки ытти халăхсен хальлӗхе çук-ха Тутарстанра) малашне тата ирттерес шутлă. Пӗрремӗш пулсан та питӗ хитре иртрӗ конкурс. Ăна пултаруллă чăваш каччипе хӗрӗ, «Сайар» ансамблӗн солисчӗпе Дмитрий Глуховпа «Уяв пики – 2025», Хусанти 75-мӗш гимназин вӗрентекенӗ Ангелина Артемьева килӗшӳллӗн ертсе пычӗç. Чăн та, пирӗн, куракансен, финалисткăсен пултарулăхне видеопрезентацисӗр пуçне сцена çинче те курас килетчӗ. Тен, малашне çапла пулӗ те-ха.
Конкурса йӗркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсене: ТР ЧНКА Канашӗн председательне Дмитрий Самаренкина, Чăваш Енри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçине Наталья Николаевăна, «Инвестторг» компанин генеральнăй директорне Вадим Самаркина, «Год Подарков» компани директорне Альбина Васильевăна, «Адмирал Авто» Авто центрăн ертӳçисене Олег Фадеевпа Вячеслав Порфирьева, «Heaven Studio» илем студийӗн ертӳçине Ирина Порфирьевăна, «Гектор–Двери» суту-илӳпе производство пӗрлешӗвӗн ертӳçине Александр Алексеева, «Амелия» чечек салонӗн ертӳçине Алина Дудоровăна тата «Сан валли» бренд хуçине Ксения Романована йӗркелӳçӗсем тав тăваççӗ.
Конкурса Хусанти «Ӗмӗт» ансамбль, «Тутарстан чăваш пики – 2025» конкурс çӗнтерӳçи Анна Иванова, ЧР халăх артисткипе Августа Уляндинăпа эстрадăн тепӗр çăлтăрӗ Алексей Шадриков хăйсен юррисемпе илем кӳчӗç. Кунтах «Сан валли», «Тăнăç», «Ăста», «Шевле» тата ытти брендлă чăваш эрешӗсемпе тумсем туянма та пулатчӗ.
В.Александрова тата Т.Горина сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев